Кăлнăксăсар йышне кĕрекен чĕрчун. Кĕлетки 30 см яхăн. Хӳри 15 см майлă. Кăлнăк сунара каçхине тухать. Ытларах кăшлакансемпе тăранса пурăнать, вĕçенкайăксене, çăмартисемпе чĕпписене çиет, пулă тытать. Хăш чухне шапа тытнине те асăрхама пулать. Сайра-хутра мулкача тапăнни те пулать. Çуллахи вăхăтра кăлнăк апатне çĕр çинче шырать, хĕлле вара, ытларах, шăшисене шыраса юр айĕн çӳрет. Йăвине кăлнăк тунката е çапă айне тăвать. Шăтăк тарăнăшĕ 1 метра çитет. Кăлнăксем нарăс-пуш уйăхĕсене пĕтĕçленеççĕ. Ами çу уйăх пуçламăшĕнче 4-10 çура тăвать. Пирĕн тăрăхра кăлнăк йышĕ пысăк.

Кăлнăк

Каçăсем

тӳрлет