Йывăç (йăмлăх)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йывăç (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Йывăç тени «йăмлăх» пĕлтерĕшпе акă мĕне кăтартать::
- кулленхи пурнăçра тата техникăра — йывăç вуллин тата пысăкрах туратсен тата тымарсен хупă айĕнчи пайне;
- ботаникăра — прокамбийрен е камбийрен пулса кайнă тĕртĕмсене; çавна урăхла ксилема теççĕ.
- техникăра, ГОСТ 23431-79 текен стандартпа килĕшÿллĕн, вулăри, шултра тымарсемпе туратсенчи хупăпа варрилĕх хушшинчи ярăшла, механикăлла е саппаслакан иккĕмĕшле тĕртĕмсен йышне.
Хăшпĕр тĕрĕк чĕлхисенчи асăннă ăнлава пĕлтерекен сăмахсене, юриех чăваш чĕлхи валли майлаштарсан, хăййывăç темешкĕн тивĕччĕ.
Йывӑҫ палăрăмĕсем
тӳрлетЙывӑҫшӑн ҫак палăрăмсем тӗпре тата чи пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ:
- Механикăлла палăрăмсем: ҫирӗплӗх, хытăлăх, деформативлӑх, пайлавла нÿнек, эксплуатацилле палăрăмлăхсем, технологилле палăрăмлăхсем, çийĕнмеслĕх, çирĕплетĕшсене тытса тăма пултарни, пиҫӗлӗх;
- Физикăлла палăрăмсем: сӑн-сӑпат (текстура, йăлтарав, тĕс), нӳрӗлех (типеслĕх, мăкăрăлу, шыва çăтаслăх, гигроскоплӑх, йăвăлăх), ӑшӑ тĕлĕшпе (ӑшӑ яраслăх), сасӑ тĕлĕшпе (акустикӑлла хирӗҫтăру, сасӑ яраслăх), электро енĕпе (диэлектрикӑлла палăрăмсем, электро яраслăх, электро ҫирӗплӗх);
- Химилле палăрăмсем.
Каçăсем
тӳрлетЙывăç (йăмлăх) Викиампарта? |