Йĕкĕрешсен парадоксĕ
Йĕкĕрешсен парадоксĕ — икĕ пĕртăван-йĕкĕрешсен историне кăтартакан шухăшри эксперимент. Вĕсенчен пĕри (çулçÿревçĕ) космос карапĕ çине ларса вĕçеве тухса каять. Тепĕр тăванĕ килтех юлать. Вĕçев хыççăн пĕрремĕш йĕкĕреш хăраххи киле таврăнать. Пĕрремĕш тăван çумĕнче те, иккĕмĕш тăван çумĕнче те сехетсем пулнă. Вĕçев хыçççăн çав сехетсем пĕр вăхăтах кăтартаççĕ-ши?
Танлаштарулăхăн ятарлă теорине кура вĕçеври тăванăн сехечĕ, килте ларакан тăванăннипе танлаштарсан, кая юлма тивĕçлĕ шутланать. Çакă парадокс пулса тăрать.
Ку парадокса пăхса тухма сĕнекенĕ Поль Ланжевен пулнă (1911).
Парадокса çакнашкал формăпа кăтартса пани ăна популярлă тунă. Ăна пурте тенĕ пекех пĕлеççĕ тата паянхи кунччен нумай-нумай хутчен тишкерсе тухнă, вăл шутра ăслав тĕнчинчен аякра тăракансем те.
Вуламалли
тӳрлет- М.В.Сажин. 4.Эксперименты по ОТО. У Рецензенты: др. физ. мат. наук В.Е.Жаров, др. физ. мат. наук К.В. Куимов. Теория относительности для астрономов (вырăсла). Москва.: Государственный Астрономический Институт им. П.К.Штернберга.
Каçăсем
тӳрлет- Twin Paradox overview in the Usenet Physics FAQ 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- FLASH Animations: from John de Pillis. (Scene 1): «View» from the Earth twin’s point of view. (Scene 2): «View» from the traveling twin’s point of view.(акăлч.)
- Парадокс близнецов / Сайт Релятивистский мир — лекции по теории относительности, гравитации и космологии