Ишутов Михаил Якимович
Ишутов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Ишутов Михаил Якимович (1749, Чашлама ялĕ[1] - ăçта тата хăçан вилни паллă мар) — титулярлă канашçă, уес тата пĕтĕм Раçсей шайĕнчи тиек. Раççей шайĕ тени кунта вăл 1767-1769-мĕш çулсенче Сăваплă Синодра копиист пулса ĕçленине пĕлтерет.
Ишутов Михаил Якимович | |
Ишутов Михаил Якимович | |
Çуралнă чухнехи ят | паллă мар |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1749-мĕш çул |
Çуралнă вырăн | Чашлама ялĕ, Сĕве уесĕ, (хальхи Куславкка районĕ, хальхи Чăваш Ен), Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1820 |
Вилнĕ вырăн | Хусан, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ |
Ашшĕ | Яким |
Амăшĕ | паллă мар |
Пурнăç тӳрлет
Хальхи Куславкка районне (Чăваш Ен) кĕрекен Чашлама ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ун чухне ку ял Хусан кĕпĕрничи Сĕве уесĕнче тăнă.
Хусанти çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче тата, Вениамин (Пуцек-Григорович) ертсе пынипе, мăнастир шкулĕнче вĕренет. Санкт-Петербургри Сăваплă Синода, Андрей Алексеев шучĕпе, Вениамин архиерей пулăшнипе тата хушнипе çитме пултарнă пулинех. Çапла вара вăл Пĕрремĕш чăваш грамматикине (1769-мĕш çул) кăларас ĕçе те хутшăнма пултарнă.
1769-мĕш çул хыççăнхи пурнăçĕ паллă мар.
Ăçта вĕренни тӳрлет
- Хусанти çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕнче (1761–1766)
- Хусанти мăнастир шкулĕ
Ăçта ĕçлени тӳрлет
- Сĕвери провинци канцелярийĕнче çыруçă пулăшавçи.
- Сăваплă Синодра копиист.
Чыслани тӳрлет
Вуламалли тӳрлет
- Алексеев, Андрей. История чувашской письменной культуры // "Республика" № 45-46 (378-379) 5 июня 2002 г.
- Симулин А.М. ИШУТОВ Михаил Якимович — Электронла чăваш энциклопедири статья.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ Андрей Алексеев, темшĕн, хальхи Куславкка районне кĕрекен Пăрмас ялне асăнать.
Каçăсем тӳрлет
- Медики - участники войны 1812 года.(ĕçлемен каçă)
- В.Д.Димитриев. Н.Я. Бичурин и Чувашия — Файловый архив студентов. 1083 вуза, 2516 предмета