Ичĕк — атă евĕрлĕ çӑмăл атă-пушмак. Чылай енчен чăлхана та аса илтерет. Анчах та ичĕке çыхса мар, сăранран тăваççĕ.

Ичĕк. Хусан Кремлĕнчи сувенирсен лавккинчен

Такмак

тӳрлет
Ах, турă, тупата,
Ик урара çăпата.
Çăпата мар, ичĕк —
Манăн савни çиччĕ.

Истори

тӳрлет

Филологи ăславĕсен докторĕ И. Г. Добродомов прахвиссăр çырнинчен[1]:

<Куçару: Вырăс чĕлхинче паянхи кунчченех, унчченхи вырăс-пăлхар çыхăнăвĕсене астутарса тăракан тата кĕлесĕр çăмăл атта палăртакан сăмах пур — и́чиги е ичи́ги. Паянхи чăваш чĕлхинче ĕнтĕ халĕ ку авалхи пăлхар сăмахĕ çук; ăна пăлхарсен урăх калаçăвĕнчи атă сăмах хĕссе кăларнă. Ичиг тата атă сăмахсем пăлхарсен тĕрлĕ калаçăвĕсенчен сиксе тухнă, çавах вĕсен несĕлĕ пĕрре — авалхи тĕрĕклĕхри этик, вăл тутарсемпе пушкăртсенче «итек» пек, нухайсенче «этик» пек сыхланнă. Тĕрлĕрен историлле фонетикăлла улшăнусене пула этик пăлхарсен тĕрлĕ диалекчĕсенче пулнă: атă (чăваш чĕлхинче халь те пур) тата ичиг (чăвашсен çук, анчах вырăс чĕлхинче пăлхар-вырăс çыхăнăвĕсен палăкĕ пек юлнă)>

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Добродомов И.Г.Бродячие слова // Русская речь. — 1971. — №1. — с. 129–137.