Иртнĕ вăхăт
Иртнĕ вăхăт, — каличчен пулса иртнĕ ĕçе пĕлтерекен глагол форми (вуларăм, ĕçлерĕ, тăрăшрĕç).
Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăт формисем темиçе:
- Иртнĕ паллăлăхлă вăхăт. Аффиксĕсем -р (-т, -ч): çыртăм, вуларăм, пĕлчĕ, çырмарăм, вуламарĕ. Ку вăхăт ĕç пĕр хут пулса иртнине, ĕç вĕçленнине, нумай вăхăта тăсăлнине, тахçан пулса иртнине пĕлтерет.
- Иртнĕ паллăлăхсăр вăхăт. Аффиксĕсем -нă, -нĕ: çырнă, вуланă, пĕлнĕ, çырман, вуламан, пĕлмен.
- Иртнĕ тăсăмлă вăхăт[1]. Аффиксĕсем -атт (-етт), -атч (-етч), -т (-тч): вĕренеттĕм, çыраттăм, вулатчĕ, пĕлместчĕ, çырмастчĕ. Ку вăхăт форминчи глаголсем ĕç темиçе хут пулса иртнине, тахçан пулса иртнĕ ĕç вăхăт тĕлĕшĕнчен вăрăма тăсăлнине пĕлтереççĕ.
- Иртнĕ умĕнхи вăхăт I. Аффиксĕсем -сатт (-сетт), -сачч (-сечч): кайсаттăм, вуласаттăм, ĕçлесеччĕ, илсеччĕç, вĕренсеттĕмĕр. Ку вăхăт тепĕр ĕçрен маларах пулнă ĕçе пĕлтерет. Иртнĕ умĕнхи вăхăт I форми кулленхи калаçура питĕ сайра тĕл пулать. Уйрăмах — çуклă формăра шутсăр сайра е пачах та çук.
- Иртнĕ умĕнхи вăхăт II. Аффиксĕсем -нăччĕ, -нĕччĕ: вуланăччĕ, пĕлнĕччĕ, вуламанччĕ, пĕлменччĕ. Курăнать ĕнтĕ, иртнĕ умĕнхи вăхăт II, иртнĕ умĕнхи вăхăт I танлаштарсан, çуклă формăра та пур.
Ку иртнĕ вăхăт формисен пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ кашнин тĕрлĕрен. Усă курас тĕлĕшпе те вĕсем пĕр пек мар.
Кунсăр пуçне хăшпĕр тури калаçусенче иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн хăйне майлă конструкцийĕ пуррине асăрхамалла. Вăл -са/-се аффикс хушăннипе пулать: вуласа, кайса, çырса, пĕлсе, ĕçлесе... (Чăн та, глаголăн пурлă формипе çеç пулса иртет ку). Çавна май "иртнĕ умĕнхи вăхăт I" тата "иртнĕ умĕнхи вăхăт II" тенисен çыхăнăвĕ яр уççăн курăнса тăрать: вĕсем иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн тĕрлĕ формисен никĕсĕ çинче аталаннă теме пулать. . Енчен те кусем пур калаçусенче те тата литература чĕлхинче сыхланнă пулсан, иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн леш -са/-се аффикслă конструкцийĕ пирки апла калама çук. Вирьял калаçавĕсенче иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтан икĕ конструкцийĕ те пур: -са/-се аффикслă форма пур та, -нă/-нĕ (-ман/-мен) аффикслă форма çук тесе шутлама сăлтавсем пачах та çук.
Иртнĕ вăхăт формисем нумай, анчах та вĕсем пĕр пĕтĕмĕшле çыхăнăва пĕрлешни курăнать.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Мышкова И. Б. Времена немецкого глагола. — СПб., 2007. — 96 с. ISBN 978-5-91281-007-7
- Миловидов В. А. Все правила английского языка. — М.: АСТ: Астрель, 2009. — 256 с. ISBN 978-5-17-059333-0
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ "Темиçе иртнĕ вăхăт" тени пулать. Анчах кун пек глаголăн ятарлă аспектне, -кала, -келе аффикслине, калаççĕ (Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ. Шупашкар, 2004. — 28 С., 49 С.
Каçăсем
тӳрлет- The Past Indefinite Tense 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сводная таблица времен в английском языке
- Нимĕç чĕлхин прогрессиллĕ курсĕ
- Вăхăтсем франс чĕлхинче
- Пршедшее время чувашского глагола.