Имре Кальман
И́мре (Э́ммерих) Ка́льман (венг. Kálmán Imre, ним. Emmerich Kalman; юпа, 24, 1882 — юпа, 30, 1953) — хункăр композиторĕ, популярлă опереттăсен: «Сильва», «Баядера», «Принцесса цирка», «Фиалка Монмартра» тата урăххисен авторĕ. Кальман пултарулăхĕпе Вена опереттин чечекленĕвĕ тапхăрĕ вĕçленет.
Имре Кальман | |
Çуралнă чухнехи ят | Имре Копштейн |
---|---|
Тулли ят | Имре Кальман |
Çуралнă вăхăт | 1882, юпа, 24 |
Çуралнă вырăн | Шиофок, Австро-Венгри |
Вилнĕ вăхăт | 1953, юпа, 30 |
Вилнĕ вырăн | Парис, Франци |
Патшалăх |
Австро-Венгри Австри АПШ |
Профессисем | композитор |
Жанрсем | оперетта |
Биографи
тӳрлетИмре Кальман 1882 çулхи юпан 24-мĕшĕнче Балатон кӳлĕ хĕрринче вырнаçнă Шиофокра (Австро-Венгри, халĕ Хункăри), еврей килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ — Карл Коппштейн купса (1850—1921), Будапештре çуралнăскер пулнă. Имре гимназирех хушаматне Кальман çине куçарнă[1]. Амăшĕ — Паула Кальман-Коппштейн (хĕр чухне Зингер, 1853—1923) — Вараждинре çуралнăскер. Пианист пулма вĕреннĕ, анчах та артрита пула композици çинелле куçнă. Будапештри Ференц Лист мусăк академинче [2] Бела Барток, Альберт Сирмаи тата Золтан Кодай пĕрле пĕлӳ илнĕ.
1904 çулта Кальман Будапештри «Пешти Напло» хаçатĕнче критик пулса ĕçленĕ[2], çав хушăрах композиципе хăтланнă.
Кальман кĕвĕленĕ романссем тата симфони хайлавĕсем ăнăçлах пулман, çапах та юрăсене çырнăшăн вăл Будапешт хулин Мăн премине тивĕçнĕ. Хăйĕн тусĕ — Виктор Якоби композитор — сĕннипе хăйĕн вăй-халне опереттăра тĕрĕслесе пăхнă. Унăн пĕрремĕш опереттине (венг. Tatárjárás, 1908, Будапешт) публика тăвăллăн алă çупса йышăннă, ăна вара Венăра, Нью-Йоркра тата Лондонра («Кĕрхи манёврсем» ячĕпе) лартнă.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Emery Kálmán. çăлкуçран архивланă 27 Нарӑс уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 21 Раштав уйӑхӗн 2008.
- ^ 1 тата 2 Биография Имре Кальмана (выр.) (2012-10-24). Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2021.