Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи этемлĕх Кун-çулне, шăпине питĕ улăштарнă. Вăрçăна 62 патшалăх (Çĕр çинчи 80% çын) хутшăннă. Вăрçă ĕçĕсем 40 патшалăхăн территорийĕсенче иртнĕ. 110 млн. çынна ытла çарта хĕсметре тăнă. 50-55 млн. çын вилĕм тĕлне пулнă, вĕсене шутĕнчен фронтсенче 27 млн. çын пĕтнĕ. Вăрçă 4 триллион доллар чухлĕ сиен кӳнĕ. Материаллă енĕпе вăрçăна хутшăннă патшалăхсен 60-70% наци тухăçĕсем пĕтнĕ.СССР, АПШ, Аслă Британи тата Германи завочĕсем 652,7 пин самолёт (çар тата транспортлă), 286,7 пин танксем, хăймайĕн каякан тупăсемпе бронемашинăсем, 1 млн. ытла артиллери тупписем, 4,8 млн. ытла пулемётсем (Германие шута илмен), 53 млн. винтовкă, карабин тата автоматлă пăшалсем тата çав тери нумай ытти çар хатĕрĕсемпе снаряжения. Вăрçăра темĕн чухлĕ аркатнă, темиçе пин хуласемпе ялсене çĕмĕрсе-çунтарса янă, миллион-миллион çынсене инкек-синкек, хуйхă-куççуль кӳрнĕ.
Вăрçă хыççăн пĕтĕм тĕнчери политикăра Анăç Европăн сĕмĕ-шайĕ чакнă. Тĕнчери пуçлăхлă патшалăхсем СССР тата АПШ пулса тăнă. Аслă Британипе Франци вăрçăран хавшакланса тухнă. Анăç Европăри ытти патшалăхсем те хăйсен колонисене малашне тытса пырайман. Африкăпа Ази çĕршывĕсем колони пăхăнăвне хирĕç хирĕç кĕрешнĕ. Эфиопи, Исланди, Сири, Ливан ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ. Тухăç Европăра çурмапăхăнăвлă просоветлă режимсем никĕсленĕ. Европăна икĕ лагере пайланнă: анăç (капитализмлă) тата тухăç (коммунизмлă). Грецире коммунистсем вăрçăчченхи правительствипе хирĕçсе пынă, граждан вăрçи тапранса кайнă. Икĕ ушкăн (блок) хушшинчи ĕçĕсем вăрçă хыççăн тепĕр икĕ çултанах пăсăлса çитнĕ. Малалла вара Сивĕ вăрçă пуçланнă.