Игнатьев Никон Васильевич

Никон Васильевич Игнатьев (31.3.1895 — 4.3.1941[1]) (урăх хыпарсемпе — 1.4.1895 — 6.6.1941[2][3][4][5]) — туçи мари прозăçи, сăвăçи, тăлмачĕ, драматургĕ, редакторĕ, туçи мари литературине пуçарса яраканĕ.

Никон Игнатьев
Çуралнă вăхăт: 1895, пуш, 31 (19)
Çуралнă вырăн: Чаломкино ялĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Мари Элĕн Туçи Мари районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1941, пуш, 4
Вилнĕ вырăн: Еврей автономи облаçĕ, РСФСР, ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç, драматург, тăлмач, редактор

Биографи тӳрлет

Никон Игнатьев 1895 çулта пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Чаломкино ялĕнче (халĕ Мари Элĕн Туçи Мари районĕ) чухăн çемьере çуралнă. Революциччен тара кĕрсе ĕçленĕ, Атăл тăрăх бурлак пулса савăтсене туртнă, çарта хĕсметре тăнă. Çармăс Михаил-Архангел монастăрĕ çумĕнчи шкулта хута вĕреннĕ.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă, 1917 çулта Вырăс-турккă фронтĕнче пулăшу хĕсметĕнче тăнă. 1918 çулта Кăнтăр фронтне лекнĕ, Царицыньре тата Аçтăрханра ĕçленĕ. Большевиксене агитацине итленĕ ПКП(б) йышне кĕнĕ. 1919 çулта туçи марисен пĕрремĕш «Незерын шамакшы» хаçатĕнче ĕçе пикеннĕ.

1920 çултанпа Чикмĕре пурăннă, «Тор» тата «Красный труд» хаçатсене редакциленĕ. Уесри РОСТА уйрăмне, çаплах УИК мари секцине те, ертсе пынă. 1922 çулхи кăрлач уйăхĕнче Н. Игнатьева националист тесе айăпланă та партирен кăларнă. 1924 çултанпа вăл «Марийская деревня» тата «Кыралшы» (каярах «Ленин корны») хаçатсенче тăрăшать. Мари кĕнеке кăларăвăшĕн Туçи Мари уйрăмĕнче ĕçленĕ, 1930 çултанпа «У сем» (каярах «Якшар знамя») хаçатра редактор вырăнĕнче.

1937 çулта Никон Васильевича революцие хирĕçле буржуази-национализм организацинче тăнă тесе айăпланă та 1937 çулти юпан 20-мĕшĕнче 10 çуллăха лагере хупнă. Биробиджан лагерĕнче 1941 çулта пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă. Реабилитациленĕ[6].

Пултарулăхĕ тӳрлет

Хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене Игнатьев 1919 çулта хайланă. Вăл сăвăсем, поэмăсем тата пьесăсем çырнă. Пултарулăхĕнче Игнатьев мари халăхĕн пурнăçне кăтартнă. Çак темăна вăл «Вурс мардеж» (Хурçă тăвăл), «Савик», «Туан сӓндалык» (Тăван çĕршыв), çаплах «Комсомол ӹдыр» (Комсомолка) тата «Тошты кола» (Кивви пĕтет) повеçсенче уçса парать. Игнатьев пĕрремĕш туçи мари чĕлхине А. С. Пушкинăн, Л. Н. Толстойăн тата М. Горькийĕн ĕçĕсене куçарнă.

Асăнмалăх тӳрлет

  • Игнатьев ячĕллĕ Туçи Мари районĕн библиотеки
  • Игнатьев музей-çурчĕ, тăван ялĕ
  • Игнатьев литература вулавĕсем, 1995 çултанпа.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Игнатьев, Никон Васильевич // Кĕске литература энциклопедийĕ / Гл. ред. А. А. Сурков. — М.: Совет энциклопедийĕ, 1962—1978.
  2. ^ Писатели МАССР, 1988, с. 98
  3. ^ Писатели МЭ, 2008, с. 266, 268
  4. ^ Мочаев, 2007, с. 149
  5. ^ Энциклопедия Республики Марий Эл, 2009, с. 390—391
  6. ^ Трагедия народа. Книга памяти жертв политических репрессий Республики Марий Эл.. — Йошкар-Ола: Марийский полиграфическо-издательский комбинат, 1996. — Т. 1. — 2000 экз. — ISBN 5-87898-089-4

Литература тӳрлет