Жвания Зураб Виссарионович

Зураб Виссарионович Жвания, — Грузи политикĕ. 1963 çулхи раштавăн 9 Тбилиси хулинче çуралнă. 2005 çулхи нарăсăн 3 вилнĕ.

Авланнă, виçĕ ача пулнă. Чĕлхесенчен акăлчан, нимĕç тата вырăс чĕлхисене пĕлнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Зураб Виссарионович çар çыннин çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Грузин ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ăслăлăх енĕпе ĕçленĕ. 1985 çулта Тбилисин патшалăх университечĕн биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Университетра вĕреннĕ чухне вăл Нино Бурджанадзепе паллашнă. Ун хыççăн 1992 çулчен вĕренсе пĕтернĕ факультетăн этемĕн тата чĕрчунсен физиологиĕн кафедринче ĕçленĕ.

1989 çулта Зураб Жвания Грузире "симĕссисен" юхăмне, каярахпа "симĕссисен" партине никĕсленĕ. Çав партин пĕрремĕш председателĕ вăлах пулнă. Кайран икĕ çул хушши вăл Европăри "симĕссисен" партин сопредседателĕ вырăнне йышăннă.

1993 çулта вăл Эдуард Шеварднадзе политикине пулăшмашкăн туса хунă «Грузи гражданĕсен пĕрлешĕвĕ» (ГГП) ятлă çĕнĕ пĕрлешӳ партин тĕп секратарĕ вырăнне йышăннă. 1995 çулхи чӳкĕн 25 çак парти суйлавра çĕнтернĕ хыççăн ăна Грузи парламĕнчĕн председателĕ вырăнне суйласа илнĕ. 4 çул иртсен ăна каллех çав вырăна суйласа илнĕ, анчах та 2001 çулхи чӳкĕн 1 вăл ку вырăнтан Эдуард Шеварднадзе политикипе килĕшменнипе хай ирĕкĕпе кайнă.

2002 çулхи çĕртме уйăхĕнче вăл ГГП партиĕнчен тухасси çинчен пĕлтернĕ. 2002 çулхи çĕртме уйăхĕн 6 Зураб Жвания «Демократсем» ятлă парламент фракцине туса хурса ăна ертсе пыма пуçланă. 2002 çулхи çĕртме уйăхĕн 17 хыççăн «Пĕрлешӳллĕ демократсем» политика организациĕн председателĕ.

2003 çулта парламента суйланнă чухне «Бурджанадзе-Демократсем» суйлава хутшăнакан блокăн ертӳçи вырăнĕнче хутшăннă. «Роза революциĕ» ятлă пулăмсен иртнĕ хыççăн ăна Грузи патшалăх министрĕ шутне лартнă. 2004 çулхи нарăсăн 17 Зураб Виссарионовича Грузи парламенчĕ республикăн премьер-министрĕ вырăнĕнче çирĕплетнĕ.