Золотурн (кантон)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Золотурн пăхăр.

Зо́лотурн (ним. Solothurn, фр. Soleure, итал. Soletta, ромш. Soloturn) — Швейцарин çурçĕрĕнче вырнаçнă нимĕç чĕлхиллĕ кантон. Тĕп хула — Золотурн. 259 283 çын пурăнать (12-мĕш вырăнта, кантонсем хушшинче; 2012 ç.). Доля иностранцев в населении кантона составляет 19,7 % [1] (на август 2012), безработица составляет 2,7 % [2] (чӳк, 2012). Кантон 1986 çулта мĕнпур халăх сасăланипе йышăннă та 1987 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ конституципе пурăнать.

Географи

тӳрлет

Лаптăкĕ - 791 км² (16-мĕш вырăнта, кантонсем хушшинче). Чи çӳллĕ вырăнĕ Hasenmatt тăвĕ (1445 метр).

Истори

тӳрлет

Золотурн чи малтанах римсен Vicus пулнă. 1344 çулта патшалăх-хула пулса тăнă, кайран территорине сарнă. Каярах кантон 1481 çулта Швейцари конфедерацин пайĕ пулса тăнă. 17-18 ĕмĕрсенче Золотурн кантонĕнче аристократ тытăмлăхĕ тытса пынă. 1798 - 1830 çулсенче майĕпен демократизаци тата либерализаци процесĕсем пынă.

Администрациллĕ пайлану

тӳрлет
 
Кантонăн администрациллĕ пайланăвĕ.

Кантон 10 тăрăха пайланать:

Демографи

тӳрлет

Кантонри халăх йышлăхĕ - 325 çын пĕр тăваткал километр çине. Халĕ Золотурн çак параметр виçипе 7-мĕш вырăнта.

Çул Пурăнан халăх
1850 69 674
1900 100 762
1950 170 508
2000 246 121
2008 254 444
2010 256 888

Чĕлхесем

тӳрлет

Кантонăн официаллă чĕлхи — нимĕç. Шкулсенче пиллĕккĕмĕш класран пуçласа акăлчан чĕлхине вĕрентеççĕ.

Экономика

тӳрлет

Деникенре Швейцарин тăваттă атом электростанцисенчен пĕрри — Gösgen Nuclear Power Plant — вырнаçнă. Госген çĕршыври электроэнергин вуннăмĕш пайне тăвать. Золотурн электроэнергине экспорта ярать.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Bestand der ständigen ausländischen Wohnbevölkerung nach Wohnkanton und Ausländergruppe Ende August 2012 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. (PDF; 11 kB). Abgerufen am 17. Dezember 2012.
  2. ^ Die Lage auf dem Arbeitsmarkt – November 2012 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (PDF). Vom 6. Dezember 2012. Abgerufen am 17. Dezember 2012.

Каçăсем

тӳрлет