Захаров Георгий Нефёдович

Захаров Георгий Нефёдович — çар вĕçевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕ (1945), авиаци генерал-майорĕ.

Георгий Нефёдович Захаров
Ӳкерчĕк:Georgi Zakharov.jpg
Çуралнă вăхăт 1908 ака, 24
Çуралнă вырăн Кивĕ Симел ялĕ, Клевлĕ районĕ, Самар облаçĕ,
Вилнĕ вăхăт 1996, кăрлач, 6
Вилнĕ вырăн Мускав
Пăхăнулăх ССРП ССРП
Çар ăрачĕ авиаци
Хисеп
СССР СÇВ генерал-майорĕ
СССР СÇВ генерал-майорĕ
Чаç 303-мĕш истребитель авиаци дивизийĕ
Командăланă 43 тата 303-мĕш истребитель авиаци дивизийĕсем
Çапăçусем/вăрçăсем Испанири граждан вăрçи,
Япун-Китай вăрçи
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Жуков орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ II степеньлĕ Кутузов орденĕ
Александр Невский орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
«Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«Кенигсберга илнĕшĕн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 60 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 70 çулта» юбилей медалĕ
I степеньлĕ «Хĕсметре тӳрĕлле тăнăшăн»

Ютçĕр патшалăхсен:

Хисеплĕ легион орденĕн офицерĕ
Хисеплĕ легион орденĕн офицерĕ
1939—1945 вăрçă хĕресĕпе пальма турачĕ (Франци)
Захаров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи тӳрлет

Самар облаçĕн Клевлĕ районĕнчи Кивĕ Симел ялĕнче çуралнă[1]. 1933-мĕш çулта Сталинградри çар вĕçевçисен шкулне вĕçленĕ. Испанипе Китайра çапăçусене хутшăннă.

Испанире Захаров Энрико Лорес псевдонимпа çапăçнă[2]. Унта вăл пĕччен 6, ушкăнра 4 самолет персе антарать. 1936-мĕш çулхи чÿкĕн 4-мĕшĕнче пĕччен ташманăн 12 истребителĕпе çапăçăва кĕрсе иккĕшне персе антарнă [3], [4],

1938-мĕш çулхи уйăхĕнче ăна Китайра истребитель авиаци ушкăнне ертсе пыма яраççĕ. Унта вăл виçĕ Мицубиси A5M Япун истребительне персе антарать. Мускава алла лекнĕ Япони истребителепе вĕçме тапăч илет, анчах çав самолетăн моторĕ вĕçевре ĕçлеме пăрахать. Захаров самолета тусем хушшинчи юханшыв айлăмне лартать, аллине хуçать. Виçĕ кунтан çеç ăна Китай салтакĕсем тупаççĕ [5].

1938-мĕш çулта Китайран таврăнсан аслă лейтенантран тÿрех полковник хисепне тивĕçнĕ. 1938-мĕш çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă.

1938-мĕш çулта Захаров Генераллă штабăн академине вĕçлесен ăна Çĕпĕр çар тăрăхĕн сывлăш-çар вăйĕсен çарпуçне лартаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Румянцев дивизи штурманĕпе Румянцев майорпа У-2 самолетпа чикĕ тăрăх 400 çухрăм патнелле (кăнтартан çурçĕрелле Белосток таран) вĕçме Анăç ятарлă çар тăрăхĕн СÇВ çарпуçĕн хушăвне илет. Чикĕпе юнашар нимĕçсен нумай çар техникине, çынсене курать. Кашни 30-50 çухрăмран самолет çĕре ларса чикĕ хуралçисене мĕн курнине çырса парать. Чикĕ сыхлавçисем часах çухалаççĕ.

Белостока çитсен Захаров мĕн курнине округ командующин çумне Болдин И. В. генерала хыпарлать. Çав каçах Минска çитсе ку хыпара вăрçă тăрăхĕн СÇВ çарпуçне, Копец И. И. генерала евитлет, унпа пĕрле Тăрăх çарпуçĕ Павлов çар генералĕ патне çитсе хыпарлаççĕ.[6]

1941-мĕш çулта 43-мĕш истребитель авиации дивизипе командланă (И-16 тата И-153 самолетсем). Дивизи вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех çапăçăва хастарăн хутшăннă, Анăç фронтри истребителĕсем пысăк пайĕ çак дивизинче юлнă, зениткăсем çителĕксĕр пулнипе нумай самолечĕсене бомбасем айĕнче пĕтнĕ.

Варçăн пĕрремĕш кунĕнчех Минск çинче икĕ Ю-88 самолета персе антарать. 1941-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Улна-Удэ хулине вĕçевçĕсен шкулне ертсе пыма, 1942-мĕш çулта Вăтам Азине çар училищине ертсе пыма янă.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче 303-мĕш истребитель авиаци дивизине ертсе пынă. Ун шутне паллă «Нормандия-Неман» полкĕ кĕнĕ. Тăшмана хирĕç 153 хут вĕçнĕ, 48 çапăçура 10 самолёта аркатнă.

Вăрçă хыççăн Сывлăш çар вăйĕсенче терлĕ яваплă вырăн йышăнна.

Пайăр пурнăçĕ тӳрлет

Ывăлĕсем: Захаров Игорь Георгиевич (1935-1978), Захаров Георгий Георгиевич.

Кăсăкла фактсем тӳрлет

  • Вăрçă вăхăтĕнче 303-мĕш истребитель авиации дивизине ертсе пынă. Дивизи шутенче «Ирĕклĕ Францин» Норманди" авиаполк çапăçнă(Беларуçĕ ирĕке кăларсан «Неман» ят хушнă "). Сывлăшри çапăçусене хутшăннă [7].
  • Самол́ёчĕн борчĕ çинче Геббельс сăнĕллĕ çĕлене сăнăпа чикекен Георгий Победоносеце ӳкернĕ [8].
  • Вăрçă хыççенхи репресисенчен Жуков Инçĕт Хĕвелтухăç çăр округне ертсе пыма яни çăлнă.
  • Каярах çартан кăларса ярсан, çĕнĕ МИГсен тĕчевçĕ летчикĕ пулнă. Алжира Вьетнамра çапăçнă.
  • Нормандия-Неман» кинора Комаров генерал протопипĕ пулнă ( Виталий Доронин актёр) «Освобождение» киноэпопеяра ун рольне Анатолий Кузнецов вылянă. Антон Алёшко беларуç çыравçи «Дарогі без слядоў» хайлавĕнче (1968; вырăсла «Дороги без следов», 1972) Дичковский генерал ячĕпе асăннă.

Вуламалли тӳрлет

  • Франсуа де Жофр "Нормандия-Неман" (предисловие).
  • «Повесть об истребителях».
  • Захаров Г. Н. Я — истребитель. — М.: Воениздат, 1985.
  • Томас Полак, Кристофер Шоурз "Асы Сталина", 2006

Чысланисем тӳрлет

  • Ленин орденĕ -2 хут
  • >Хĕрлĕ Ялав орденĕ - 4 хут
  • >Жуков орденĕ
  • >Кутузов орденĕ
  • >Александр Невский орденĕ
  • Тăван çершывăн аслă вăрçин орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ - 2 хут
  • Франци орденĕсем
  • Парис хисеплĕ мэрĕ
  • "СССР-Франция", "СССР-Вьетнам" пĕрлĕхсене ертсе пынă.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет