Журуа (юханшыв)

(Журуа ҫинчен куҫарнӑ)

Журуа́ (порт. Juruá) — Амазонкăн сылтăм юппи. Шыв Перури Ла-Монтанья патĕнче пуçланать. Малтан кăнтăртан çурçĕрелле юхать. Вăтам тата аялти юхăмĕнче юханшывăн кукăрĕсем нумай. Амазонка айлăмне Бразилин Акри тата ‎Амазонас штачĕсем витĕр юхать. Амазонас штатĕнче хĕвелтухăç еннелле юхать, унтах Тараука сылтăм юппине йышăнать. Анатарах çур[ĕр-хĕвеланăç еннелле юхать. Шывăн нумайрах пайĕ çумăртан: кăрлачран çу уйăхĕччен шыв нумай, çурлатата авăн уйăхĕсенче шыв шайĕ чакать. Пурăнан вырăнсем юханшывăн вăтам юххинче вырнаçнă. 1823 çх тăршшĕ, Крузейру-ду-Сул муниципалитет таран юханшыв тăрăх карапсем çӳреççĕ. жеруапа Тефе ячĕллĕюппи хушшинче нефтьпа газ управĕ пур.

Журуа
порт. Rio Juruá
Журуа, Крузейру-ду-Сул (Акри штачĕ, Бразилия)
Журуа, Крузейру-ду-Сул (Акри штачĕ, Бразилия)
Характеристика
Тăршшĕ 3280 км
Бассейн  лаптăкĕ  224 пин км²
Шыв тăкакĕ 6 пин м³/ç
Шыв юххи
Шыв пуçламăшĕ Андсем, Ла-Монтанья (Перу)
 • Çӳллĕшĕ 224
Шыв вăрри Амазонка
Вырнаçни
Патшалăх Шаблон:Ялавлани/ Ялавлани/ялавлани

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет