Днишев Алибек Мусаевич

Алибе́к Муса́евич Дни́шев (1951, Алма-Ата çуралнă) — казах опера тата камера юрăçи (тенор), СССР халăх артисчĕ (1986).

Ашшĕ, Мусы Днишев —журналист, кайран Казах ССР этеплĕх министăрĕн çумĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Алма-Ата патшалăх консерваторинчен вĕренсе тухать, Надия Шарипова патĕнче ăста ĕçне хăнăхнă. 1976 çултанпа Казах филармонин солисчĕ, 1978 — Оперăпа балет театăрĕн (Алма-Ата) солисчĕ. 1997 çулта «Алибек Днишевĕн вокал театр-академине» йĕркелесе ярать.

Пур Раççейри М. И. Глинка ячĕллĕ вокалистсен конкурсĕн (1975), тĕнче конкурсĕсен — Тĕнче Роберт Шуман ячĕллĕ конкурс (Цвиккау) (1977, 2-мĕш парне) тата Рио-де-Жанейро (1979) лауреачĕ.

Юрăçăн репертуарĕнче казах, вырăс, анăç европа оперисен партисем, романссем. Академи мусăккисĕр пуçне Алибек Днишев казах халăх тата совет композиторĕсен юрисене шăрантарать — тĕслĕхрен, вăл Матвей Блантерăн «В лесу прифронтовом», «Лучше нету того цвету» тата ур ĕçĕсене хевтелет. Днишев часах соло концертсемпе ĕçлет.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.