Сэр Джон Хокинс – (акăл. John Hawkins е акăл. John Hawkyns), (Плимут, 1532 — Вест-Инди (тинĕсре) 12 чÿк 1595) — акăлчан матросĕ, карап ăсти, адмирал, пултаруллă еркелевçĕ, суту-илÿ çынни, чура сутуçи, пират. Çĕнтерейми армадапа хăюллă çапăçнăшăн ăна рыцарь шутне кĕртнĕ (1588).

Джон Хокинс

Дворян йăхĕнчен тухнă. Сэр Уильям Хокинспа Джоан Трелонин ывăлĕ. Амăшĕн енчен Ланкастер Элеоноринчен пулса тухать. Джонăн ашшĕ Уильям Генрих VIII-ĕн çывăх çынни тата Англин чи пултаруллă капитанĕсенчен пĕри пулнă.

Фрэнсис Дрейк Джонăн çывăх юлташĕпе тăванĕ пулнă.

Унăн ывăлĕ Ричард та корсар пулнă. Ашшĕ пекех, Елизавета I королеван тинĕс йытти пулнă.

2006 çулта Хокинс ячĕ анлăн сарăлса асăна кĕнĕ, унăн несĕлĕсенчен пĕри, Эндрю Хокинс, халăх умĕнче ватă аслашшĕн чура суту-илĕвĕшĕн каçару ыйтнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Губарев В. К. Джон Хокинс — работорговец и корсар // Губарев В. К. Пираты Карибского моря: Жизнь знаменитых капитанов. — М.: Эксмо, Яуза, 2009. — С. 21-28.

Каçăсем

тӳрлет