Делла-Вос-Кардовская Ольга Людвиговна
Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская (1875, Чернигов - 1952, Ленинград) — вырăс канаш сăрă ÿнерçи тата кĕнеке капăрлатакан. Паллă ĕçĕсем:«Кĕпе-тум çăвакан хĕрарăм», «Сунчăклă майра», «Утмăлтуратлă хĕрача», «Николай Гумилев сăнарĕ», «Анна Ахматова сăнарĕ», «Çамрăк амăшĕ».
Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская | |
Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская | |
Хăйĕн сăнарĕ, 1917 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ольга Людвиговна Делла-Вос |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1875 çулхи Авăн, 2 |
Çуралнă вырăн: | Чернигов |
Вилнĕ вăхăт: | 1952 çулхи Çурла, 9 (76-ре) |
Вилнĕ вырăн: | Ленинград, |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ→ ССРПССРП |
Жанр: | çын сăнарĕ, сăрă ӳнерĕ, кĕнеке илемлетни |
Вĕренӳ: | Антон Ажбе шкулĕ |
Викиампарти ĕçсем |
Пурнăçĕ
тӳрлетЧерниговра чăн стат канашлавçи, Людвиг Карлович Делла-Вос кил-йышĕнче çуралнă, Кĕçех çемье Харькова куçнă, кунта ашшĕ Тĕрĕслев тата Хысна палатин пуçлăхĕ пулнă.
Ашшĕн тăванĕ — Виктор Карлович Делла-Вос (1829-1890) Патшалăх Мускав техника вĕрентĕшĕн (халĕ МГТУ) пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă.
1891-1894-мĕш çулсенче Харьковри Шрейдер шкулĕнче, 1894 -1899-мĕш çулсенче Патшалăх Ӳнер Академин çумĕнчи Аслă ӳнер, кӳлепи тата çурт-йĕр вĕрентĕшĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Мюнхена, Антон Ажбе шкулне вĕренме кайнă, вара 1899 - 1900 -мĕш çулсемччен унтах юлнă.
1900-мĕш çулта вăл Д. Кардовский, паллă ӳнер ăстипе мăшăрланнă.
1902 -1917-мĕш çулсенче Ольга Людвиговна тĕрлĕрен ӳнер куравĕсенче (Академиллĕ, Ӳнерçĕсен çĕнĕ пуххин, Вырăс ӳнерçисен чăмăртăвĕн, Хĕм-тĕс пĕрлешĕвĕн тата ур. (çав хушăра чикĕ леш енче те) хутшăннă. Унăн ĕçĕсем Третьяков галереинче, Вырăс музейĕнче, Революци музейĕнче тата ыт. те упранаççĕ. 1923-мĕш çулта «Член РВС СССР тов. И. А. Халенский» ĕçпе ĔÇХÇ пиллĕке тултарнă ятпа уçнă куравра хутшăннă. Çав çулах Делла-Вос-Кардовская АХРР куравне те хутшăннă.
Ĕçĕсем
тӳрлет-
Николай Гумилев сăнарĕ, 1909
-
Пĕчĕк хĕрарăм (Хăйĕн хĕрне ӳкернĕ), 1910
-
Анна Ахматова сăнарĕ, 1914
-
Дмитрий Николаевич Кардовский сăнарĕ, 1913
-
Василий Комаровсий сăнарĕ, 1911