Гундерих (вандал чӗлхипе Guntharîx, лат. Gundericus; 428 ҫулта вилнӗ) — 407—428 ҫулсенче вандалсен патши.

Пурнӑҫӗ

тӳрлет

Пулса-тухни

тӳрлет

Гундерих вандалсен патшин, Годагислӑн чӑн арӑмӗнчен ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ, ҫавна май Годагисл вилсен, астулне Гейзерихран, Годагислӑн чура-хӗрарӑмран ҫуралнӑ аслӑ ывӑлӗнчен иртсе йышаннӑ. Кесари Прокопийӗ ҫырнӑ тӑрӑх, Гундерих, ача ҫех пулнӑ май, пиччӗшӗн вайпиттипе мӑнаҫлӑхне ҫитеймен, Гейзерих вара ҫар ӗҫне питӗ лайӑх пӗлнӗ тата тӗлӗнмелле тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ҫын пулнӑ.

Галлипе Испанине тапӑнса кӗни

тӳрлет

Гундерих вилӗмӗ

тӳрлет

Гундерих 428 ҫулта вилнӗ. Кесари Прокопийӗ Гундерих вилӗмӗ ҫинчен икӗ тӗрлӗ каласа парать:

«Ӑна пиччӗшӗ вӗлернӗ теҫҫӗ. Анчах вандалсем, унпа килӗшмесӗр, Гонтарис германсемпе хирӗҫ ҫапӑҫура тӑшман аллине лексе шӗвӗр кашта ҫине лартнинчен вилнӗ тенӗ, унсӑр пуҫне Гизерих, пӗртен-пӗр ҫарпуҫ пулса тӑнӑ май, вандалсене Ливине ертсе пынӑ. Кӑна эпӗ вандалсенчен хӑйсенченех, пулса иртнине ҫапла каласа панине илтнӗ.»

Севилья Исидорӗ каланӑ тӑрӑх вара, Гундерих Сӑв. Винценций базиликине аркатнӑ имӗш, Гиспалиса (халӗ Севилья) хулан хӳтӗлевҫи, ҫавӑн пирки «Турӑ хушнипе пасар лапамӗнче шуйтан ҫитсе тытнинчен ӳксе вилнӗ».

Асӑрхавсем

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет