Глухов Алексей Петрович
Алексей Петрович Глухов (26.9.1941, Питреккел ялӗ, Шикун районĕ, Куйбышев облаҫӗ, РСФСР — 17.2.2021, Тольятти, Самар облаçĕ, РФ) — Тольятти хулинчи чăваш наци-культура автономин Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премин лауреачӗ, Чăваш наци конгресĕн Аслӑ канашӗн пайташӗ, тӗрӗк тӗнчин пĕрлĕх хастарӗ[1].
Глухов Алексей Петрович | |
Глухов Алексей Петрович | |
Çуралнă вăхăт | 1941, авăн, 26 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Питреккел ялӗ, Шикун районĕ, Куйбышев облаçĕ, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт | 2021, нарăс, 17 |
Вилнĕ вырăн | Тольятти, Самар облаçĕ, РФ |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Пăхăнулăх |
Глухов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Биографи
тӳрлет1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗн (сентябрӗн) 26-мӗшӗнче ун чухнехи Куйбышев (хальхи – Самар) облаҫӗн Шикун районне кӗрекен Питреккел ялӗнче ҫуралнӑ.
2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫул тултарнăскер, чылай вӑхӑт чирленĕ хыҫҫӑн, пурнӑҫран уйрӑлса кайнă.