Генри Томас Олкен


Генри Томас Олкен (акăл. Henry Thomas Alken; Юпа, 121785, Сохо, Лондон - Ака, 71851, Лондон — акăлчан ÿнерçи, карикатурçи, кĕнеке илемлетекенĕ тата граверĕ.

Генри Томас Олкен
Henry Thomas Alken
Юланутсемпе ăмăртни
Юланутсемпе ăмăртни
Çуралнă чухнехи ят: Henry Thomas Alken
Çуралнă вăхăт: 1785, Юпа, 12
Çуралнă вырăн: Лондон Англи
Вилнĕ вăхăт: 1851, Ака, 7
Вилнĕ вырăн: Лондон, Англи
Гражданлăх:
Жанр: çын, çутçанталăк, чĕрчун сăнарĕ
Стиль: рококо
Викиампарти ĕçсем
Генри Сомерсет сăнарĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

Сэмюел Олкен ÿнерçĕ çемьирен тухнисенчен чи палли. Олкен çемьири кĕçĕн ывăлĕ. Икĕ пиччĕшĕ — Джорджпа Сэмюель Генри те ÿнерçĕсем пулнă.

Генри Томас Олкен — пултаруллă ÿнерçĕ, хăй вăхăтĕнче Аслă Британире чылаях паллă пулнă, пурнăçĕ тăршшĕпех, мĕн 1851 çулта виличченех ĕçленĕ. Унăн пултарулăхĕн хастар çулĕсем 1816-1831-сене лекнĕ. Унăн ÿнер тата ÿкерÿ ĕçĕсенче ытларах асăнни — британ йăлинчи спорт, юланутсем ăмăртни, сунар.

Унсăр пуçне ÿнерçĕн илемлетнĕ кĕнекисем, кулмалли ÿкерчĕкĕсемпе тата пăсса ÿкернисем британ пичетĕнчен анлăн тухнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Walter Shaw Sparrow: Henry Alken (London, 1927)
  • "Henry Thomas Alken," The Grove Dictionary of Art. New York: Macmillan. 2000

Каçăсем

тӳрлет


Курав

тӳрлет