Билл Гейтс

(Гейтс Билл ҫинчен куҫарнӑ)

Шаблон:Çын

Bill Gates (2019)

Уи́льям Ге́нри Гейтс III (акăл. William Henry Gates III; 28.10.1955, Сиэтл), ытларах Билл Гейтс (акăл. Bill Gates) — американ усламçи, Билл тата Мелинда Гейтссен фончĕн пĕрлĕ-председателĕ. 1996 — 2007 çç. тата 2009 çулта — Forbes журнал версипе планета çинчи чи пуян çын. Унăн пурлăхĕ 2009 çулхи авăн уйăхĕнче 50 млрд АПШ долларе таран хакланă, иртнĕ çулхи авăнпа танлаштарсан тĕнчери финансă кризисне пула 7 млрд доллар ӳкнĕ.[1]

Пол Алленпа пĕрле Майкрософт Корпорацине пуçарса ярать, унта 2008 çулхи çĕртме уйăхĕччен ĕçлет, корпораци директорĕсен канашĕн ертӳçи вырăнĕнче тăрăшать.

Кун-çулĕ

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Bill Gates LOH 2004 cr.jpg
Билл Гейтс

Гейтс Сиэтл хулинче (Вашингтон штачĕ), Уильям Генри Гейтс II адвокатпа First Interstate Bank, Pacific Northwest Bell директорсен канашĕн тата United Way наци канаш пайташĕн Мэри Максвелл Гейтс çемьинче çуралнă.


1973 çулта вăл Гарвард университечĕн студенчĕ пулса тăрать, анчах та 2 çултан ăна кăларса яраççĕ, вара вăл тӳрех программа хатĕрне тума пуçлать.[2]

1975 çулта Гейтс Алленпа пĕрле Micro-Soft компанине пуçарса ярать, каярах ăна тĕнчере Microsoft Corporation ятпа палăрать.

1994 çулхи кăрлач, 1 Гейтс Мелинда Френча качча илет. Вĕсен виçĕ ача çуралать — Дженнифер Катарин, Рори Джон тата Фиби Адель.

1994 çулта Гейтс Codex Leicester (Леонардо да Винчи пуху ĕçĕсене). 2003 çулта ăна Сиэтлри Ӳнер музейĕнче кăтартнă.

Билл Гейтс пирки фмльмсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Билл Гейтс чи пуян американ пулать (выр.). Компьюлента (2009 çулхи юпан 1-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 1 Юпа уйӑхӗн 2009.
  2. ^ Билл Гейтс получил на руки диплом Гарварда. Lenta.ru (2007 çĕртмен 7-мĕшĕ). Тĕрĕсленĕ 13 Ҫурла уйӑхӗн 2010.

Каçăсем

тӳрлет