Ворвань
Во́рвань (китăн скандинав ячĕ: авалхи шв. narhval; швед., дан. narval; авалхи исл. náhvalr, çавăн пекех ним. Tran) — кивелнĕ термин, тинĕсри сĕт ĕмекен (китсен, тюленьсен, белухсен, моржсен, дельфинсен), çаплах шурă упасен тата пулăсен салинчен шăратса тупнă шĕвек выльăх çăвĕ. Халь яланхилле «выльăх çăвĕ» термина асăнаççĕ: кит çăвĕ, тюлень çăвĕ, треска çăвĕ т. ыт.
Усă курни
тӳрлетПаянкуна та Çуçĕрти хăшпĕр халăхсен (эскимосен т. ыт.) апатне кĕрекен çиме. Çутă кӳме урамри хунарсене çав çупа чĕртнĕ. Сăран тата замша тунă ĕçре усă кураççĕ.