Вокзалçум урамĕ (Шупашкар)
Вокзалçум урамĕ — Чăваш Республикин Шупашкар хулин Ленин районĕнчи урам. «Шупашкар-I» чукун çул чарăнăвĕн çумĕнчи урам.
Вокзалçум урамĕ Шупашкар | |
Пĕрлехи хыпар | |
---|---|
Тăсăлать | 950 м. |
Район | Вăта (Ленин) |
Шупашкар урамĕсен ят-йышĕ |
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вокзалçум урамĕ пăхăр.
Этимологи
тӳрлет1939 çулта, Шупашкарта чукун çул вокзалне тунă хыççăн уçнă.
Çурт-йĕр
тӳрлетУрамри пурăнан çурт-йĕр – XX ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче хăпартнă «хрущёвкăсем».
Вокзалпа вокзалçум лапама 2003 çулта юсаса çĕнетнĕ.
Урамри çурт-йĕр — мăшăрсăр енĕпе:
- № 1 — Вокзалăн «Шупашкар-I» чарăнăвĕ
- № 1а — Магазин «Ухтун»
- № 1в — Авточарăну «Вокзалçум»
- № 3 — Хулаçум автовокзалĕ
- № 3а — Магазин «Елена»
- № 3б — Çыхăну салонĕ «Связной»
- № 5а — Ресторан «Фаворит»
Мăшăрлă енĕпе:
- № 2 — Хладокомбинат
- № 4 — Общежити
- № 4а — Транспорт çинчи милици тытăмлăхĕ
- № 6 (пурăнан çурт) — Магазин «Экспресс»
- № 8 (пурăнан çурт) — Магазин «Огонёк»
- № 10 (пурăнан çурт) — Магазин «Трикотаж»
- № 12 (пурăнан çурт) — Парикмахерская «Комета»
- № 14/58 (пурăнан çурт) — ЧРОО «Центр защиты прав потребителей»
Транспорт
тӳрлетУрамра автобус тата троллейбус куçăмĕ пур:
- Автобуссем №: 4, 6, 8, 12э, 14, 15э, 23
- Троллейбуссем №: 1, 2, 4, 5, 6, 8, 9, 11, 12, 14, 16, 20