Шупашкар троллейбусĕ

Шупашкарти троллейбусШупашкар хуллинчи троллейбус системи. Шупашкарти пĕрремĕш троллейбус 1964 çулхи чӳк уйăхĕн 7-ĕнче ҫӳреме пуçланă. 2017.03.10 пуҫласа, ҫул хакӗнчен пулсан: ЕТК карттипе тӳлесен — 17 тенкӗ, транспорт хушӑмӗллӗ банк карттипе тӳлесен йе УЭК карттипе тӳлесен — 13 тенкӗ пулать.

Хĕрлĕ тӳрем

Кун-çул

тӳрлет

1-№ маршрута 1964 ҫулхи нуйапӑрӗн 7-ӗнче тапратнӑ. Пĕрремеш троллейбус "Чукун ҫул ваксалӗпе — Хĕрлĕ тӳрем" хушшинчи маршрутпа çӳрекеленӗ. Пĕрремĕш çулталăкра троллейбус паркӗнче ӗҫлекенсем 20 мӗлйуна яхӑн çынна турттарнă, ун чухне троллейбус пӗчӗк деповĕнче пурĕ те 50 "ЗиУ-5" маркӑллӑ троллейбус пулнă, контакт линийӗсен тăршшĕ 9 çухрăмпа танлашнă тата пӗртен-пӗр турттаракан станцӑ пулнӑ кӑна.

1966 — Калинин урамӗпе Мускав проспекчӗ тӑрӑх троллейбус ҫӳреме пуҫланни; 2-, 3-, 4-№ маршрута тапратни.

1968 — Аэропорт ҫитиччен куҫӑма яни; 7-№ маршрута тапратни.

1971 — 5-, 6-, 9-№ маршрута тапратни; Мир проспекчӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни.

1972 — Чапаев ячӗллӗ савут ҫитиччен троллейбус йӗрри хывни, 11-№ маршрута тапратни.

1973 — 1-№ депова реконсртукцилени.

1976 — «Кӑнтӑр» деповне хывни тата ӗҫе йани.

1979 — Макҫӑм Горьки пр-чӗ тӑрӑх, Гузовски урамӗ тӑрӑх, 9-мӗш пиллӗкҫулӑх пр-чӗ тӑрӑх, Гагарин урамӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни.

1981 — 8-№ маршрута тапратни.

1984 — 2-№ депова ӗҫе йани.

1985 — Октепӗр кӗперӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 14-№ маршрута тапратни.

1987 — Эгер бульварӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 15-№ маршрута тапратни.

1990 — Ленинла комсомол урамӗ тӑрӑх троллейбус йӗрри хывни; 5-№ маршрута Трактӑр савучӗ ҫитиччен тӑсни.

1991 — 16-, 17-№ маршрута тапратни.

1994 — 23-№ турттаракан станцӑна ӗҫе йани; 18-№ маршрута тапратни.

1997 — 19-№ маршрута тапратни; 21-№ турттаракан станцӑна ӗҫе йани.

1998 — Энтуҫиастсен урамӗнчи транспорт уйӑрттаркӑчне тапратни.

1999 — 20-№ маршрута тапратни.

2006 — Преҫидент бульварӗ тӑрӑх троллейбус йӗррине ӗҫе йани; 21-№ маршрута тапратни.

2009 — 21-№ маршрута Медицинӑ центӑрӗ ҫитиччен тӑсни.

2015 — 20-№ маршрута Маштехникум ҫитиччен тӑсни; 12-№ маршрута хупни; 1-№ маршрута "Университет" чарӑну ҫитиччен тӑсни.

2017 — 22-№ маршрута, "Энтуҫиастсен урамӗ — Университет", тапратни. 7-№ маршрута, "Агрегат савучӗ — Университет урамӗ", хупни; 9-№ маршрутӑн схемине улӑштарни тата маршрутне Хӗрлӗ тӳрем ҫитиччен тӑсни; 21-№ маршрутӑн схемине улӑштарни.

Паян хулара 19 троллейбус йӗрри пур. Кайранхи 22-№ йӗррине 2017 ҫулта хывнӑ.

Маршрутсем

тӳрлет
Шупашкарти троллейбус маршручӗсем
Марш.

№-ӗ

Вӗҫӗнчи чарӑну, 1-мӗш пункт Вӗҫӗнчи чарӑну, 2-мӗш пункт Асӑрхаттарни
1 Университет «Промтрактӑр» савут» (Маштехникум) каплану вӑхӑтӗнче — Тăрăлтармалли хуралтӑсем ҫитиччен
2 Аэропорт Агрегат савучӗ 9-№ маршрутпа хирӗҫле ункӑллӑ
3 Университет урамӗ «Промтрактӑр» савут (Тухӑҫ енчи алӑк)
4 Чукун ҫул ваксалӗ Университет Мичман Павлов урамӗ тӑрӑх
5 Агрегат савучӗ «Промтрактӑр» савут (Маштехникум) 16-№ маршрутпа хирӗҫле ункӑллӑ; каплану вӑхӑтӗнче — Тӑрӑлтармалли хурӑлтӑсем ҫитиччен
6 «Промтрактӑр» савут (Тухӑҫ енчи алӑк) Чукун ҫул ваксалӗ ункӑллӑ
8 «Промтрактӑр» савут Южный пос.
9 Хӗрлӗ тӳрем Аэропорт 2-№ маршрутпа хирӗҫле ункӑллӑ
11 Чукун ҫул ваксалӗ Чапаев ячӗллӗ савут
14 Чукун ҫул ваксалӗ Университет Никольски проспекчӗ тӑрӑх
15 Аэропорт Хӗрлӗ тӳрем
16 Чукун ҫул ваксалӗ Маштехникум 5-№ маршрутпа хирӗҫле ункӑллӑ
17 Университет урамӗ Чапаев ячӗллӗ савут
18 Хӗрлӗ тӳрем Роза Люксембург урамӗ
19 Агрегат савучӗ Энтуҫиастсен урамӗ
20 Маштехникум Энтуҫиастсен урамӗ
21 Университет урамӗ Эндопротеслени, ортопеди тата травматологи федераллӑ медицинӑ центӑрӗ
22 Университет Энтуҫиастсен урамӗ

Турттаракан парк

тӳрлет

Пӗлме кӑсӑклӑ

тӳрлет
  • Шупашкарта 10- тата 13-№ маршрут ҫук. 10-№ маршрут Чукун ҫул ваксалӗпе Промтрактӑр савутӑн тухӑҫ йенчи алӑкне ҫыхӑнтарнӑ, Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи ҫурт-йӗр иртсе ҫӳренӗ. Троллейбус ертӳлӗхӗ ҫак маршрута савут халӑхӗ ыйтнипе тапратнӑ. Троллейбус ҫак маршрутпа каплану вӑхӑтӗнче ҫӳренӗ — ирхине 5-рен пуҫласа 9-ччен, тата кӑнтӑрла 2-рен пуҫласа каҫхине 7-ҫурӑччен. Анчах та тупăшсăрлӑха пула маршрута хупнӑ. 13-№ маршрута 1984.01.03 тапратнӑ, анчах ӑна пӗр хӗл каҫсах хупнӑ, мӗншӗн тесен ку маршрут 7-№ маршрутпа пӗр пек пулнӑ.
  • Маршрутсенчен чи вӑрӑмми вӑл 1-№ маршрут, унӑн пӗр рейсӑн вӑрӑмӑшӗ 44 км; 2015 ҫулхи деккапӑрччен чи кӗски маршрут 20-№ маршрут пулнӑ, 2015.12.19 ӑна "Маштехникум" вӗҫӗнчи чарӑну ҫитиччен тӑснӑ.
  • 2015.12.19 12-№ маршрута хупнӑ, ун вырӑнне 1-№ маршрута "Университет" вӗҫӗнчи чарӑну ҫитиччен тӑснӑ.

Пуласлӑх

тӳрлет

Троллейбус йӗррине хывасси:[1]

  • 2016 ҫулта Ҫӗнӗ Хулана троллейбус йӗрри хывма пуҫланӑ.[2]

Асӑрхавсем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет