К-456 «Вилючинск»

(Вилючинск (шывай кимми) ҫинчен куҫарнӑ)

К-456 «Тĕвер» — 949А «Антей» проекчĕпе тунă, Лăпкă океан флотне кĕрекен раççей атомлă шывай ракетă крейсерĕ.

К-456 «Тĕвер»
«Касатка», «Вилючинск»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ
Тăван порт Вилючинск
Шыва антарнă çĕртме, 28, 1991
Хальхи статус ЛОФ
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ ПЛАРК
Проект палăртăвĕ 949А «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ «Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи) 15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 32 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 520 м
Чи пысăк тарăнăш 600 м
Çӳрев автономлăхĕ 120 талăк
Экипаж 130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ 23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ) 154 м
Корпус чи анлăшĕ 18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ, хăвачĕ кашни 190 МВт,
пĕрлехи хăвачĕ 98 000 л.в.
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедă
Ракета хĕçпăшалĕ ПКР комплексĕ П-700 «Гранит»
24 ЗМ-45 ракетă
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Касатка пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вилючинск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тверь (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кун-çулĕ

тӳрлет

К-456 крейсер шывай киммин 1988 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Северодвинскри Севмашăн 55 № цехĕнче 649-мĕш савут номерĕпе никĕсне хывнă[1] Карап экипажне 1989 çулта пуçтарнă та 1989 çулхи çурла - 1991 çулхи нарăс тапхăрĕнче вăл Обнинск хулинчи ТÇФ вĕренӳ центрĕнче хăнăхтарнă. 1991 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче К-456 цехран илсе тухнă та шыва антарнă. СССР Çурçĕр флочĕн тăвăнакан шывай киммисен 339-мĕш уйрăм бригадине кĕртнĕ. 1992 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче карапа «Касатка» ята панă. К-456 1992 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче хĕсмете тăнă.

Çурçĕр флочĕ йышĕнче

тӳрлет

1992 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче «Касатка» хăйĕн базине Анăç Лицăна çитнĕ. 1993 çулхи нарăсăн 50-мĕшĕнче Çурçĕр флочĕн шутĕнчи шывай киммисен 11-мĕш дивизине кĕнĕ. Çав çулăн çурла-авăн уйăхĕченче К-410 экипажĕ, А. П. Ефанов ертсе пынипе, карапа Лăпкă океан флотне Арктика парĕ айĕпе çитерме хатĕрленеççĕ те каçăва пурнăçа кĕртеççĕ. Авăнăн 28-мĕшĕнче «Касатка» Лапкă океан флотĕнчи шывай киммисен 10-мĕш дивизи шутне кĕрет.

Лăпкă океан флочĕ йышĕнче

тӳрлет

1993 çулхи кĕркунне К-456 ракетăсемпе пенĕ. 1995 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш ăстрăм пĕр тĕл çине К-186 «Омск» кимĕпе пĕрле ракетăсемпе пенĕ, 1996 çăвăн 23-мĕшĕнче çавăн пекех К-132 «Иркутск» кимĕпе пĕрле ракетăсемпе пенĕ. 1996 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Генштаб директивипе «Вилючинск» ят панă, çапах та официаллă «Касатка» ятпах çӳренĕ. Çав çултах тактика ушкăнĕпе ТÇФ тĕп çарпуçĕн ракетăпа пеме хатĕрленӳ призне çĕнтерсе илнĕ. 1996 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче çапăçу хĕсметĕнче пулнă, ун чухне кимĕн сылтăм авăслав валĕ çĕмĕрĕлет. 2002—2003 çулсенче ДВЗ «Звезда» вăтам юсавра. 2003 çулхи юпа уйăхĕнче В. Дмитриев ертсе пынă К-186 «Омск» экипажĕ йышăнать. 2004 çулхи нарăс уйăхĕнче экипаж карапăн çӳрев тĕрĕслевне ăнăçлă ирттерет те кимĕне пĕрмай хатĕр вăйсен шутне кĕртеççĕ. 2009 çулхи авăн уйăхĕнче вĕренӳ вăхăтĕнче ракетăсемпе пенĕ[2]. 2011 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕн тапăчĕпе «Тверь» ята куçарнă, Тĕвер облаçĕпе пулăшав хутшăнăвĕсем пуçланаççĕ.[3]

Командирсем

тӳрлет
  1. А. Г. Ушаков — 1989—1995
  2. Илья Николаевич Козлов — ? — 1993
  3. Аркадий Петрович Ефанов — 1993 (К-410 экипажĕн командирĕ, театрсем хушшинчи каçăра)
  4. А. Е. Цуркан — 1993—1997
  5. А. В. Дикий — 1997—2000
  6. Г. Ю. Корсунов 2000—2002
  7. Е. Лукьянцев
  8. В. В. Дмитриев — юпа, 2003 — çу, 2004 (командир К-186)
  9. Л. В. Молдованов — 2007—2008

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

  Ефанов А. П. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

  Козлов И. Н. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче