Вилнĕ Христос тупăкра

«Вилнĕ Христос тупăкра» (ним. Der Leichnam Christi im Grabe; 1521-1522 — Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)н унччен никам-та Христоса çав териех пурнăçри пек чăн сăнарламаннипе паллă ÿнер хайлавĕ.

Ганс Гольбейн (Кĕçĕнни)
Вилнĕ Христос тупăкра, 1521-1522
Der Leichnam Christi im Grabe
çăка хăма, темперапа çу сăррисем. 30,5×200 см
Ӳнер музейĕ, {{{вырнаçтарнă}}}

Кун-çулĕ тӳрлет

Ку ĕçе мĕнле туни паллă мар. Гольбейн ал пусни тăрăх — 1521 (MDXXI) ÿкернĕ, анчах рентген пайăркисемпе тĕпчени тепĕр «I» саспалли кăтартнă, апла пулсан ку вара 1522 çул пулса тухать. Тĕпчевçĕсен шучĕпе ÿкерчĕк алтарь пайĕ пулнă, апла пулин те ытти пайĕсене шыраса тупайман. Гольбейн Иисуса Рейн юханшывĕнче путса вилнĕ çынран сăнарласа илнĕ. Хайлав çинчен 1586 çулта пĕрремĕш хут çырни тăрăх пĕлеççĕ.

Ăшлăхĕ тӳрлет

 
Хайлав пайĕ
 
Хайлав пайĕ

«Вилнĕ Христос тупăкра» — Гольбейнăн чи хăрушлă та хăюллă ÿнер ĕçĕ. Унччен яланах вилнĕ Христос мăнаçлăн та лăпкăн, ăна çĕрни те тивмен пек сăнарланă. Гольбейн вара Христоса ахаль вилĕ пек: кăвакарнă ÿтлĕ, аманчăклă, хĕненĕ палăллă, çурри уçă кантăкланнă куçлă тата тытамаклă хытса кайнă туталлă кăтартнă. Христос вилли çĕрме пуçлани те курăнать. Ку ÿкерчĕкре вăл турă пулни ниепле те курăнмасть, куракансен умĕнче пачах пĕччен выртакан вилĕ ÿт (Христоспа юнашар пĕр çывăх çын та пулин çук).

Хайлав Гольбейн турра ĕненменнине кăтартать. Анчах та хăшĕсем шутланă тăрăх Гольбейн Христос Чĕрĕлнине татах та мăнаçлăнрах кăтартас тĕлĕпе вилĕмне шутсăр хăрушшăн сăнарланă.


Унсăр пуçне Гольбейн куракана асăрхама Христосăн вăтам пÿрнине юри шурă пир татăккипе уйрăмах палăртни пĕлтерĕшлĕ теме юрать.

Фёдор Достоевский хайлав çинчен тӳрлет

Фёдор Достоевский 1867 çулта Базельте ку ĕçре Христоса çавăн пек курсан аçа çапнă пек тĕлĕннĕ. Унăн арăмĕ Анна Григорьевна аса илнĕ тăрăх:

" Ӳкерчĕк Федор Михайловичăн кăмăлне хуçса пусарчĕ, вара вăл унăн умĕнче аманнă пек чарăнса тăчĕ… Унăн хумханчăк сăнĕнче хăраса кайни курăнчĕ, эпĕ сăнанă тăрăх, ку унăн эпилепси умĕн пулакан паллă."

Малашĕнче Достоевский хăйĕн шухăшĕсене «Идиот» романĕнче Мышкин сăмахĕсемпе каласа парать:

" — Ку Гольбейнран ÿкерсе илни, — терĕ кнеç, ÿкерчĕке курса ĕлкĕрнĕ май — эпĕ ытлах пĕлекен çын мар, анчах, ку питĕ лайăх копи пек туйăнать. Ку хайлава эпĕ чикĕ леш енче курнăччĕ те унтанпах манса каяс çук.
— Эпĕ вара ку ÿкерчĕке кăмăлласа пăхатăп! — мăкăртатрĕ, шăплансан, Рогожин.
— Çак ÿкерчĕке-им! — сасартăк кăшкăрчĕ кнеç, тин килнĕ шухăшсене кура, — çак ÿкерчĕке! Пĕлес килес-тĕк, ку ÿкерчĕк пирки хăшпĕрин ĕненÿ çухалĕ!
— Вăл та çухалĕ, — кĕтмен çĕртен çирĕплетрĕ Рогожин."

"Идиот" романра, Мышкинсăр пуçне, хайлав çинчен Ипполит та хăйĕн çыравĕнче аса илет.

Вуламалли тӳрлет

  • Batschmann, Oskar & Griener, Pascal. Hans Holbein. — Reaktion Books, 1999. — ISBN 1-8618-9040-0.
  • Myers, Jeffery. Holbein and the Idiot. — Stoichita, 1975.