Википеди сӳтсе явмалли:Йĕркесемпе кăтартусем
Юлашки сообщени: 11 месяцев назад «Вырăс чĕлхинчи «руководство»» темӑра Пеопл ҫырнӑ
Ӗҫ йӗрки
тӳрлетЧӑваш википедийӗнче ман шутпа тахҫанах йӗрке тума вӑхӑт. Атьӑр тӗп никӗсе тата хушма ӗҫ йӗркисене палӑртар. Пуҫламӑшне хатӗрлерӗм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:58, 30 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӗрӗс шухӑш. Йӗрке тумаллах.
- Ман шутпа, чи тӗпписенчен пулмалла:
- хальхи чӑваш тӗрӗс ҫыру йӗркине пӑхӑнни;
- тӗрӗс чӑваш сас паллисене, ҫыру паллисене усӑ курасси (ку ӑ, ӗ тата ҫ сас паллисене, вӑрӑм тире, вӑтам тире тата дефис ҫыру паллисене усӑ курнире палӑрать);
- ҫӗнӗ сӑмахсене кӗртес умӗн канашласа илесси (те пӗр-пӗр ҫӗрте чат тумалла, тӗсл., Telegram-ра).
- Пеопл (сӳтсе явни) 09:42, 2023, чӳк, 24 (UTC)
- Кам санпа пит канашлас тейĕ-ши? Хăвăнпа ху канашласан кăна. Сăмах пирки, ăна кĕртичченех, епле канашлама пулать? Постфактум çеç çапла тума май пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:19, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ертӳлӗхсем?
тӳрлетЕртӳлӗхсем — ку сӑмах «Руководства» тени-и? Ун пек пулсан каймасть, урӑхла куҫармалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:40, 2 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ерт- тени мĕнне пĕлетĕн вĕт. Тата мĕн кирлĕ? Кашни форма тĕлĕшпе чăмласа памасан та. Çав тымартанах хуть те мĕн ăстала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:15, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
Вырăс чĕлхинчи «руководство»
тӳрлетИкĕ пĕлтерĕш пур: 1)Ертсе пыракан çынсен (персонăсен) ушкăнĕ2)Инструкцисен ушкăнĕ.
Вырăс чĕлхинче çапла пулсан, чăваш чĕлхинче те аплах пулма пултарать Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- @Ellodanis5, аплах пулма пултарать-ха, анчах пулмаллах мар ҫав. Расна чӗлхе, расна палӑрту. Ертӳлӗх тени темле ертсе пыракан орган пек туйӑнать, а эсӗ палӑртнӑ 2-мӗш пӗлтерӗше ерткӗч сӑмахпа паллӑ тумалла пуль. Пӗлкӗч (справочник) сӑмахпа ҫыхӑнтартӑм. Пеопл (сӳтсе явни) 21:39, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)