Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Виçĕ юлташ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Виçĕ юлташ» (ним. Drei Kameraden) — Эрих Мария Ремаркăн романĕ, çак ĕçе вăл 1932 çулта пуçăннă. Романа Gyldendal дан кăларăçĕнче «Kammerater» çĕлĕкпе 1936 çулта çутта кăларнă[1][2]. Вырăсла кăларăм 1959 çулта пичетрен тухать.

Виçĕ юлташ
Автор: Эрих Мария Ремарк
Жанр: роман
Тăван кăларăм чĕлхи: нимĕç
Тăван кăларăма пичетленĕ: Drei Kameraden
Электронлă верси

Сюжет

тӳрлет

Романри ĕçсем Германире 1928 çулта пулса иртеççĕ. Виççĕ тус — Роберт Локамп (Робби), Отто Кестер тата Готтфрид Ленц пысăках мар авторемонт лаççине тытса ĕçлеççĕ. Тĕп паттăрĕ, автомеханик Робби хӳхĕм хĕрпе — Патриция Хольманпа (Пат) — паллашать. Роббипе Пат — тĕрлĕ шăпаллă çынсем — пĕр-пĕрне килĕштереççĕ.

Романра кризис тапхăрĕнчи вĕсен юратăвне кăтартнă.

Пайăр çынсем

тӳрлет
  • Роберт Локамп (Робби) — романăн тĕп паттăр. Патриция Хольмана (Пат) юратаканскер. Готтфрид Ленцпа Отто Кёстерăн юлташĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннăскер.
  • Отто Кёстер — романăн тĕп геройсенчен пĕри. Вăрçă вăхăтĕнче — вĕçевçĕ, романра автолаç хуçи, ун патĕнче тĕп геройсем ĕçлеççĕ. Отто — автогонщик-кăмăллаканскер, «Карл» машанăпа ăмăртнă, темиçе хутчен çĕнтернĕ. Бокспа хăтланать.
  • Готтфрид Ленц — романăн тĕп геройсенчен пĕри. Çарта хĕсметре тăнă, тĕнче касса çӳренĕ, Çăмăл кăмăллă, пуласлăхлă çын.
  • Патриция Хольман (Пат) — тĕп героя юратаканскер. Вĕсен юратăвĕн кун-çулĕ хайлан тĕп сюжечĕ шутланать.

Сцена çинче тата синематографра ӳнерленисем

тӳрлет
 
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Виçĕ юлташ

Асăрхавсем

тӳрлет