Ĕмĕрхи чĕнӳ (телесериал)
«Ĕмĕрхи чĕнӳ» (выр. Вечный зов) — Анатолий Ивановăн пĕр ятла романĕпе хайланă телесериал.
Ĕмĕрхи чĕнӳ | |
Вечный зов | |
Фильм постерĕ | |
Режиссёр |
Владимир Краснопольский Валерий Усков |
---|---|
Тĕп рольсенче |
Иван Лапиков Петр Вельяминов Олег Басилашвили Ефим Копелян Владлен Бирюков Николай Иванов Вадим Спиридонов Валерий Хлевинский Андрей Мартынов Юрий Смирнов Николай Еременко (асли) |
Кинокомпани | Мосфильм |
Тăсăлу | 1326 минут |
Патшалăх | СССР |
Çул | 1973—1983 |
IMDb | ID 0331802 |
Сюжет
тӳрлетПĕрремĕш фильм
тӳрлет1 сери — «Пичче»
тӳрлет1906 çул. Фронтран киле — çĕпĕр ялне — икĕ арçын таврăнать. Пĕри урасăр, тепри — ӳпкери пульăпа. Кӳршĕри Савельев çемьинче виççĕ ывăл — Антон, Хĕветĕр тата Йăван. Асли - Антон хулана ĕçе каять,унта вăл большевиксемпе çыхланать.
2 сери — «Шурăмпуç умĕн»
тӳрлет1914 çул пырать. Иван Савельев Михаил Кафтанов ялти пуян патĕнче лаша пăхать, унăн хĕрне Аннăна юратса пăрахать. Унăн пиччĕшĕ Хĕветĕр хуçан шанчăклă тарçи пулса тăрать. Фронтран Поликарп Кружилин тавранать, ăна чăрсăр пулнипе Кафтанов салтака панă. Вĕсем хушшинче хирĕçӳ сӳнмен. Хулара Антона аресленĕ.
3 сери — «Мĕне эсĕ ĕненетĕн?..»
тӳрлет1916 çул. Антон тĕрмерен тарать, анчах та ялта ăна каллех тытаççĕ. Демьян Инютин — Кафтанов «йытти» — Хĕветĕре Анфискăна «пăсма» хушать, çапла вăл Кирьян ывăлне хĕртен уйăрасшăн. Патшана сирпĕтнĕ хыпар яла çитет.
4 сери — «Пăлхав»
тӳрлет1918 çул. Çĕпĕрте шурă гварди пăлхавĕ. Кафтанов кулаксен отрячĕпе Поликарпа тытса пĕтерсе хурасшăн, Хĕветĕре пулăшма килĕшменшĕн, пушăпа хĕртет. Хулара Лахновский Антона персе пăрахма хушать, анчах та пĕр конвоирĕ ăна тарма пулăшать. Яла карательсен экспедицине яраççĕ, Савельевсен ашшĕ пулăшнипе партизансем çын çӳремен ту хушăкĕнче тарса пытанаççĕ. Вĕсемпе пĕрле Хĕветĕрпе Анна та каяççĕ.
5 сери — «Чул шăтăкĕнче»
тӳрлетПартизансем пытаннă ту хушăкне йĕри-тавра «шуррисем» ярса илнĕ, вĕсене выçлăхпа туртса кăларасшăн. Кафтанов Йăвана тыткăна лекнĕ Панкрат Назарова персе пăрахма хушать, анчах та лешĕ пĕр ял çыннине ирĕке ярать.
Шурă гварди полковникĕ Йăванăн ашшĕпе амăшне партизансене тарса ӳкме пулăшнăшăн çакма хушать. Юлашки самантра амăшне çавах каçараççĕ. Партизансем ту хушăкĕнчен тухса сасартăк «шуррисен» тĕкĕрчĕ çине тапăнаççĕ. Çапăçура Хĕветĕр полковника персе пăрахать, Кафтанов тарса çухалать. Вăрттăн пӳртĕнче вăл хăйĕн хĕрне партизансемпе çыхланнăшăн мăшкăллама парать. Йăван Кафтанова вĕлерет те чысне пĕтернĕ Аннăна партизансем патне йăтса каять.
6 сери — «Таврăну»
тӳрлет1925 çул. Пиллĕк çул тĕрмере ларса Савели Йăванĕ ирĕке тухать. Аннăпа Хĕветĕрĕн, Анфисăпа Кирьянăн ачасем ӳсеççĕ. Анфиса çаплах упăшкине асап кӳрсе Хĕветĕре çулăхать. Яла колхоз йĕрки кĕрет. Вăрмансенче Лахновский банди ашкăнать. Яла Йăван хăйĕн арăмĕпе Агатăпа таврăнать. Унăн тӳрех Хĕветĕрпе хирĕçу хыпса тухать, вăл ăна ашшĕ вилнине каçараймасть. Хĕрлĕ партизан Яков Алейников халĕ ШЕХК тӳри-шари, Лахновские тытать. 1933-мĕш çул.
7 серия — «Хамăр çĕр çинче»
тӳрлетПровокатор пулнă Петĕр Полипов, халĕ парти ертӳçи, ун патне персе пăрахнă Лахновскин хĕрĕ пырать те ашшĕ сывах пулнă пирки пĕлтерет. Яла кино илсе пырсан çынсем экран çинче хăйсен ентешне, Антон Савельева, палласа илеççĕ. Хĕветĕр хăйĕн шăллĕпе Йăванпа «свести счёты» подговаривает Кирьяна со своим братом Иваном. Çакăншăн Хĕветĕр Анфисăна текĕнмест тесе шантарать. Йăвана суя айăплавпа ареслеççĕ.
8 сери — «Тĕрĕслев»
тӳрлетАгата хулан Антон патне упăшкине кураймансăр айăплана тесе, пулăшу ыйтма каять. Партире идут тасатусем пыраççĕ. Çак самантпа усă курса Пётр Полипов хăйĕн позицине çирĕплетет. Кружилина çăлас тĕллевпе обком секретарĕ Субботин ана Ойротие (Туçи Алтай) куçарать. Кружилин вырăнне райком секретарĕ пулма Полипова лартаççĕ. Яков Алейников арăмĕ умĕнче чунĕпе пăтранса кайнă пирки пĕлтерет. Арăмĕ унран уйрăлать.
9-мĕш сери — «Вăрçă!»
тӳрлетПоликарп Кружилина Ойротинчен Шантарана тавăрса райком секретарĕ пулма — ĕçе сапаласа янă Полипов вырăнне — çирĕплетеççĕ. Михайловкăра Фёдор çаплах ăрăмне Анфисăпа улталать. Тĕрмерен Иван Савельев таврăнать. Яла хăрушă хыпр çитет: вăрçă!
10 сери — «Шиклĕ кунсемпе каçсем»
тӳрлетШантарана эвакуациленĕскерсем килеççĕ. Хыççăнах — фронт валли снаряд кăларма савут хатĕрĕпе эшелон çитет. Савута чӳкĕн 20-мĕшĕнче ĕçе яма хушнă. Яков Алейников Кирьянпа Анфиса патне Вера хĕрне çураçма пырать. Шантарана çĕнĕ савут директорĕ Антон Савельев килет. Вăл тыткăнра Петр Зубовпа — Фёдор вĕлернĕ полковникăн ывăлĕпе — пĕрле пулнине каласа парать. Çаплах, ăна кунти станцире курнине асăнать. Алейников сутăнчăк-диверсанта тытма шантарать.
11 сери — «Штурм умĕн»
тӳрлетАнтон Савельев хăнана хăйĕн шăллĕсене — Йăванпа Хĕветĕре — чĕнет. Çурастару ĕмĕчĕ пулаймасть: Хĕветĕр халиччен те шăллĕне ашшĕн вилĕмĕ пирки айăплать. Анфисăна Хĕветĕрпе çыхланса çӳренĕшĕн каçарса Кирьян хăйĕн ирĕкĕпех фронта тухса каять. Райĕçтăвком председателĕ Полипов «Хĕрлĕ партизан» колхозăн председателĕ Панкрат Назаров тулă вырăнне ыраш акнă пирки обкома евитлет. Субботинпа Кружилин колхоза кайса килсе çĕр ĕçтешĕ тĕрĕс тăрăшнине ăналанаççĕ.
12 сери — «Этем шăписем»
тӳрлетАлейников Петĕр Зубовпа Макар Кафтанова ареслет. Çакăн хыççăн вăл Верăна чунтан савать пулин те качча илме пултарайманни пирки калать. Савельев Йăвана усал тунăшăн чунĕ вăркăшнине пĕлтерет. Хĕветĕр Аннăран уйрăлса Анфиса патне каясшăн пулать, анчах та ăна еркĕнĕ йышăнмасть — упăшкине вăрçăран кĕтме пулать. Çын чăтма пултарайман асапа тӳссе шантарсем савута хута яраççĕ. Çĕпĕрсем фронта Хĕветĕрĕн ывăлне Çемене, Савельев Йăвана, Алейников Яккăва фронта ăсатаççĕ. Зубов Петĕре те «хăйĕн юнĕпе Тăван çĕршыв умĕнчи çылăхне тасатма» штрафбата илсе каяççĕ. Пурĕ ие çĕнтерĕве шанаççĕ…
Иккĕмĕш фильм
тӳрлет1 (13) сери — «Çулăмпа харсăрланнисем»
тӳрлет1942 çул. Савутăн снаряд ампарне вут-çулăм ярса илет, сӳнтернĕ чухне Антон Савельев çут тĕнчерен уйрăлса каять. Йăван Савельевпа унăн Хĕветĕр пиччĕшĕн ывăлĕ Çемен фронта çитеççĕ. Пĕрремĕш çапăçурах экипаж тăшманăн пиллĕк танкне çулăма кĕртет. Савельев Хĕвтĕр фронта каяс кăмăлпа райком секретарĕ Кружилин патне пырать.
2 (14) сери — «Кĕлленнĕ юрату»
тӳрлетФронтри лăпкă кунсенче Çемен Ольга Королевăпа — партизан тĕкĕртĕн çыхăнуçипе — паллашать. Унăн куçĕ умĕнчех амăшне нимĕçсем вĕлернĕ. Иккĕ урасăр тăрса юлнă Кирьян Инютин хоспитăльре иккĕмĕш этажран сикесшĕн пулать. Хĕветĕр нимĕçсен тыткăнне лекет те «старого знакомого» — бывшего следователя царской охранки Лахновского. Лахновский узнает о том, что где-то поблизости в армейской газете работает Пётр Полипов, которого он когда-то завербовал и сделал провокатором. Вăл Полипова тупма шухăшлать.
3 (15) серия — «Огонь и пепел»
тӳрлетЯков Алейников, фронтра тăшман тылĕнче разведкăпа диверсисемпе хăтланаканскер, хăй «тĕне кĕртнĕ» (тĕрмерен хăтарнă) Петр Зубова тĕл пулать. Яков тăшман тылне рейда кайма хатĕрленнĕ чухне тепĕр «тĕне кĕртнине» (тĕрмене лартнă) Иван Савельева тĕл пулать. Лешĕ Çемен çапăçура çухалнă пирки каласа парать. Алейников Йăвана унăн тăван пиччĕшĕ — Çемен ашшĕ — Хĕветĕр нимĕçсем патĕнче каратель пулса хĕсметре тăни çинчен каласа парать. Йăван унăн тĕкĕрчĕпе кайма кăмăл тăвать.
4 (16) сери — «Хирĕç тăни»
тӳрлетАлейников отрячĕ нимĕç базине тапăнсан Лахновский вилет. Кунта икĕ тăван — Йăванпа Хĕветĕр тĕл пулаççĕ, кĕçĕнни аслине вĕлерет. Операци хыççăн Йăван Ольгăпа курса калаçать, хĕр ăна таçта çĕтнĕ Семёнăн ачине çийре йăтса çӳренине пĕлтерет. Семён Зубовпа тата Максим Назаровăн «Хĕрлĕ партизан» колхоз председателĕн Панкрат Назаровăн ывăлĕпе пĕрле концлагере лекет. Çав вăхăтрах урасăр Кирьян пуйăссем тăрăх «кĕлмĕçленсе» çӳрет— вăл арăмне хăйĕн чăлăхне пĕлтермест. Обком секретарĕ Субботин хăйĕн виççĕмĕш —юлашки ывăлĕ — пĕтнĕ пирки хыпар илсен вилсе каять.
5 (17) сери — «Ырату тата тарăху»
тӳрлетВут-кăварта сарăмсăр вилнĕ Антон Савельевăн арамĕ Полина Полиповăпа- Лахновскин хĕрĕпе — хирĕçнĕ хыççăн чĕре туртнипе вилсе каять. Анфиса, Кирьян пирки хыпар илсен, ăна чукун çул чарăнăвĕнче тупать те хаваспах киле тавăрать. Иван Савельевăн арăмне Агатăна колхоз уттине вăрлакан хурахсем вĕлереççĕ. Çакăн хыççăнах фронтран сылтăм аллине татнă Иван таврăнать.
6 (18) сери — «Намăслăх»
тӳрлет1957 çул. Полипов каллех Шантара парти райкомĕн секретарĕ, Поликарп Кружилинăн ывăлĕ Василий район хаçачĕн редакторĕ. Иван Савельев — "Хĕрлĕ партизан" колхозăн председателĕ, Поликарп — колхоз парторгĕ. Иванпа Кружилин-асли Полиповпа ял хуçалăхен çĕнĕ меслечесем пирки тавлашаççĕ. Урасăр Кирьян Инютин пурнăс шайне кĕрет, вăл колхозра шутлавçа пулса тăрăшать. Сутăнчăк ĕçĕшĕн тĕрмере ларса тухса тăван çĕре Назаровăн ывăлĕ Максим таврăнать. Ашшĕн каçарăвне кĕтсе илеймесĕр вăл хăй çине ала хурать, ашшĕ вара, сутăнчăк каçарайманнишĕн ывăлне юратнипе, унăн вилтăпри çинче çут тĕнчерен уйрăлать. Пётр Зубов килет, Семён пирки каласа парать, вĕсем концлагерьтен тарсан çухалса кайнă.
7 (19) сери — «Вилĕмсĕрлĕх»
тӳрлет1961 çул. Михайловкăна Ольга Королёва хĕрĕпе килет. Иван вĕсене Семён амăшĕ — Анна — патне илсе пырать, унта Ольга Яков Алейников епле асапланса вилни пирки (ăна чĕрĕллех пăлхавçăсем çунтарса янă) каласа парать. Анчах та Ольга Анна умĕнче хăйен хĕрне çуратнă вăрттăнлăхне пытараймасть. Кĕçех Анна патне Норвегирен çыру çитет, унта концлагерьтен тарнă Семён вăрçнă, пуçне хунă. Аннăпа Дмитрий Норвегие Семенăн вилтăпри çине каяççĕ. Полипов Кейӳре пăлхавçăсене айăплакан процесс çинчен пĕлет, унтах Валентика айăплаççĕ. Çак ĕç тăршшипе Полипов хушамачĕ сиксе тухать те партин обкомĕ тĕпчеме тытăнать. Полипов охранкăпа пĕрлĕ ĕçленине паллă пулать, ăна партирен кăлараççĕ. Поликарп Кружилинăн ывăлĕ "Хĕрлĕ партизан" колхозăн председателĕ пулса тăрать, Дмитрий Савельева Ганка çырупа чĕнсе ярать.
Кăсăк фактсем
тӳрлет- Фильма темиçе татăкпа — 1973 çултанпа 1983 çула çити — кăтартнă.
- Кафтанов ролĕ — Е. З. Копелянăн кинори юлашки ролĕ.
- Хăйĕн масштабĕпе, сюжечĕпе, ĕç-пуç саманипе «Ĕмĕрхи чĕнӳне» тепĕр нумай сериллĕ фильм — «Ĕмĕлкесем кăнтăрла çухалаççĕ» — çывăх, çапах та пĕрремĕшĕ эпос повеçĕ шутланать.
Рольсенче
тӳрлетА
тӳрлет- Александрович, Екатерина — Зорица
- Андреев Сергей — Антон Савельев ачалăхра, Юра (Антон Савельевăн ывăлĕ)
- Астахов Никита — Макар Кафтанов
Б
тӳрлет- Базин Виталий Васильевич — Максим Назаров (Панкрат Назаровăн ывăлĕ)
- Басилашвили Олег Валерианович — Лахновский
- Битюков Борис Валентинович — Савчук
- Борисов Владимир Владимирович — Семён Савельев (сын Фёдора Савельева)
- Бунина Ирина Алексеевна — Лушка, любовница Кафтанова
- Бирюков Владлен Егорович — Яков Николаевич Алейников
- Безрукавый Евгений — Алифанов (танкист)
- Бриллинг Николай Аркадьевич — Рудольф Бергер (абвер разведцентрĕн ертӳçи)
- Буренков Евгений — Баулин
В
тӳрлет- Вельяминов Пётр Сергеевич — Поликарп Матвеевич Кружилин
- Василькова Зоя Николаевна. — Дарья
- Валиков Фёдор Михайлович — Евсей Галаншин
- Вишневский Арно — Айзель (унтершарфюрер СС концлагерьте)
- Виролайнен Любовь Ивановна — Ольга Королёва (вăрçă хыççăн)
Г
тӳрлет- Гусев Юрий Евгеньевич — Пётр Зубов (Зубов полковникăн ывăлĕ)
Д
тӳрлет- Данильченко Светлана Фёдоровна — Кружилинăн арăмĕ (8-10, 16-17 серисем)
- Драпеко Елена Григорьевна — Вера Инютина (Кирьянпа Анфисăн хĕрĕ)
- Дегтярёва Тамара Васильевна — Агата Савельева (Иван Савельевăн арăмĕ)
- Друзь Яна Андреевна — Тоня-повариха
- Дадыко Николай — Михаил Косоротов
Е
тӳрлет- Ерёменко Николай Николаевич (асли) — Иван Михайлович Субботин
Ж
тӳрлетЗ
тӳрлет- Земляникин Владимир Михайлович — Григорий Савельев (Митрофанăн ывăлĕ)
- Заманский Владимир Петрович — Фёдор Фёдорович Нечаев (савутăн тĕп инженерĕ)
И
тӳрлет- Иванов Борис Владимирович — белогвардейский генерал
- Иванов Николай Николаевич — Иван Силантьевич Савельев
- Иванов Владимир Владимирович — ШĔХК следователĕ Тищенко
К
тӳрлет- Карельских Евгений Константинович — Валя Губарев (концлагерьте ларнăскер)
- Коновалова Светлана Сергеевна — Кафтановăн арăмĕ
- Козел Владимир Георгиевич — полковник Зубов
- Козленкова Клавдия Прокофьевна — Ульяна Савельева (Митрофанăн арăмĕ)
- Кокшенов Михаил Михайлович — Аркадий Молчун
- Копелян Ефим Захарович — Михаил Лукич Кафтанов
- Косых Иван Сергеевич — милиционер
- Кузнецова Вера Андреевна — Глафира Дементьевна (нянечка хоспитальре)
- Кузьмина Елена — Евдошиха
- Куксин Валерий — Вахромеев (танкист)
- Кустинская Наталья Николаевна — Полина Полипова (Лахновскин хĕрĕ)
- Кутузов Николай Николаевич — хыткан купса
- Корзун Василий Иванович — обкомăн пĕрремĕш секретарĕ
Л
тӳрлет- Лебедев Николай Сергеевич — Митрофан Савельев (Силантин шăллĕ)
- Лебедева Татьяна. — Лика Шипова
- Левченко Галина — делегат
- Лапиков Иван Герасимович — Панкрат Григорьевич Назаров
- Лахин Юрий Николаевич — Василий Кружилин (Поликарп Кружилинăн ывăлĕ)
- Любешкин Пётр Владимирович — Силантий Савельев (Савельевсен ашшĕ)
М
тӳрлет- Маркова Римма Васильевна — Василиса
- Маркина Ольга
- Мартынов Андрей Леонидович — Кирьян Инютин
- Миронов Алексей Иванович — Аникей Елизаров
- Михеев Николай Александрович — Демьян Инютин (Кирьянăн ашшĕ)
- Мищенко Василий Константинович — Алейниковăн шофёрĕ
- Муратов Раднэр Зинятович — Магомедов
Н
тӳрлет- Науменко Ольга
- Нищёнкин Артур — партбюро пайташĕ
- Негреева Лариса
О
тӳрлет- Орловский Дмитрий — Филат Филатович
П
тӳрлет- Пеньков Николай Васильевич — Валентик (Кузин)
Р
тӳрлет- Роговцева Ада — Анна Кафтанова (Фёдор Савельевăн арăмĕ)
С
тӳрлет- Скворцова Мария Савельевна — Молчун амăшĕ
- Спиридонов Вадим Семёнович — Фёдор Силантьевич Савельев
- Савина Ирина Вадимовна — Лиза хĕр чухне
- Савосин Олег
- Селиверстова Наталья — Лиза, Елизавета Никандровна Савельева (Антон Савельевăн арăмĕ)
- Селютина Любовь
- Семина Тамара Петровна — Анфиса (Кирьян Инютинăн арăмĕ)
- Сергиенко Владимир — Хлебников
- Стриженова Любовь Васильевна — Капитолина
- Серебряков Алексей Валерьевич — Димка Савельев яшлăхра
- Сирина Ольга Ивановна — Ирина (Семён Савельевăн хĕрĕ)
- Смирнов Юрий Николаевич — Пётр Петрович Полипов
- Соболевская Манефа Владимировна — Устинья Савельева (Савельевсен амăшĕ)
- Сигарева Татьяна — Манька Огородникова
У
тӳрлет- Уральский Виктор
- Устюжанинов Анатолий Иванович — Данила Иванович Кошкин
Х
тӳрлет- Хабарова Клавдия
- Харитонов Леонид Владимирович — Егор Кузьмич Дедюхин (танк экипажĕнн командирĕ)
- Харченко Сергей Васильевич — Иван Иванович Хохлов (савут инженерĕ, райĕçтăвком председателĕ)
- Хлевинский Валерий Михайлович — Антон Силантьевич Савельев
- Хромушкин Валерий Георгиевич — Дмитрий Савельев (Фёдор Савельевăн ывăлĕ)
Ш
тӳрлет- Шаповалова Лариса Ивановна — Ольга Королёва (вăрçă вăхăтĕнче)
- Шостко Галина Петровна — вĕрентӳçĕ
- Шульгин Виктор Сергеевич — прораб
Пултарулăх ушкăнĕ
тӳрлетРежиссерсем
тӳрлет- Краснопольский, Владимир Аркадьевич — СССР Патшалăх парнин лауреачĕ (1979 — 19-сериллĕ «Ĕмĕрхи чĕнӳ» телефильмшăн).
- Усков Валерий Иванович — çаплах СССР Патшалăх парнин лауреачĕ (1979 — 19-сериллĕ «Ĕмĕрхи чĕнӳ» телефильмшăн).
Ӳнерлекен операторсем
тӳрлет- Минаев Владимир
- Емельянов Пётр Григорьевич — СССР Патшалăх парнин лауреачĕ (1979 — «Ĕмĕрхи чĕнӳ» телефильма хутшăннăшăн).
Сценари авторĕсем
тӳрлетЛартакан сăнарçăсем
тӳрлет- Маркин Николай Александрович — СССР Патшалăх парнин лауреачĕ (1979 — 19-сериллĕ «Ĕмĕрхи чĕнӳ» телефильма илемлетнĕшĕн)
- Кирс Владимир Тимофеевич
Каçăсем
тӳрлет- «Вечный зов»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
Ку телесериалсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |