Вектор (геометри)

Ку статья геометрири вектор пирки, математикăри «вектор» ăнлав çинчен Вектор (математика) статьяна пăхăр
Тĕп статья: Ориентаци
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вектор пăхăр.

Вектор — енне палăртнă татăк, урăхла каласан вăл унăн чикĕри хăш пăнчи пуçламăшĕ, хăш пăнчи вĕçĕ иккенне кăтартнă татăк пулать[1].

вектор

Пусламашĕ пăнчăра тата вĕçĕ пăнчăра вырнаçнă вектора символпа кăтартаççĕ. Векторсене çавăн пекех тăррине ăнкай е кĕске йĕр лартнă латтыньле пĕчĕк саспаллисемпе те символлаççĕ, сăмахран . Тепĕр анлă сарăлнă меслет: вектор символне çуллă шрифтпа çырасси: .

Геометрире вектор куçăмпа (параллеллĕ куçăмпа) тÿр килет, çапла вара вăл сăмах ăçтан тухни те уçăмланать (лат. vector, йăтса пыракан).

Ирĕклĕ вектор

тӳрлет

Ирĕкле вектор тесе унăн пуçламăшĕ уçлăхăн пĕр-пĕр пăнчинче çирĕпленмен пулсан калаççĕ, урăхла каласан, вектора параллеллен урăх тĕле куçарма пулать, анчах та вăл çавнашкал куçарусенче çав векторах шутланать. Ятарласа палăртман пулсан, математикăра ирĕклĕ вкторсене пăхса тухаççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Атанасян Л. С., Бутузов В. Ф., Кадомцев С. Б., Позняк Э. Г., Юдина И. И. Геометрия 7-9 классы. — Москва: Просвещение, 2010. — 384 с. — ISBN 978-5-09-023915-8.