Васильев Степан Васильевич
Васильев Степан Васильевич, — вĕрентӳ ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1891 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă.
Вĕрентӳпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Степан Васильев «Отличник народного просвещения» паллăна (1960), Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине (1961) илме тивеç пулнă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1919 çулта Хусанти вĕрентекенсен институтĕнчен вăренсе тухнă та Тутарстанри чăваш шкулĕсен инспекторĕнче, Чăваш область вĕренӳ пайĕнче инспектор тата пай пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Мал ĕмĕтлĕ педагог малалла вĕренесси çинчен те шухăшланă. Вара вăл 1929 çулта иккĕмĕш Мускав университечĕн педагогика факультечĕ çумĕнчи Аслăлăхпа педагогика аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă.
1922-1927 çулсенче Степан Васильев Шупашкарти III Интернационал ячĕпе хисепленекен кăтартуллă шкулта вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, вăл вăхăтри педагогикăпа методика ăслăлăхĕсен кăтартăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шкул пурнăçĕнче тĕрĕсленĕ, çĕннине шыранă, усăллине мĕнпур шкулсен пурнăçне кĕртме çул уçса панă.
1932 çултан пуçласа Степан Васильевич 30 çул ытла Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче малтан преподаватель, каярах доцент пулса ĕçленĕ. 1947 çулта вал «Техника и методика электрохимического эксперимента в школе» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ, институтри методистсем хушшинче диплом илнĕ пĕрмĕш специалист пулса тăнă.
Степан Васильевăн тĕпчевĕсем пурте вăтам шкулта хими предметне вĕрентес ыйтусемпе çыхăннă, ку тĕлĕшпе вăл хими методикинче çĕнĕ сăмах нумай каланă. Унăн методика тĕпчевĕсем «Химия в школе» журналта та, уйрăм кĕнекесенче те пичетленнĕ. Чăваш шкулĕсенче вĕренекен ачасем валли химипе çутçанталăк предмечĕсемпе вĕрентӳ пособийĕсем те çырса кăларнă. 1955 çулта унăн «Химические опыты с применением электрического тока» пособийĕ Мускаври издательствăра пичетленсе пĕтĕм çĕршывĕпе саланнă.
Пичетленнĕ ĕçсем
тӳрлет- Загадки физики. Учебное пособие для 4 и 5 классов начальной школы (1926);
- Учебник химии для 7 и 8 классов (1927);
- Юный земледелец. Для 3 и 4 классов (1929);
- Учебник по естествознанию для взрослых (1930).
Вуламалли
тӳрлет- Егоров Д.Е. История чувашской школы и педагогики в событиях и лицах: Учебное пособие для педагогических учебных заведений. Чебоксары, 1998. С. 115.