Варрине туртакан вăй

Варрине туртакан вăй — ĕскер çине тивекен вăйсен çав пайĕ, хăшĕ ăна çаврăмла траекторипе куçма хистет; уйрăм пăнчăри ку пай çав пăнчăри самантлăх хăвăртлăхпа перпендикулярлă[1].

Варрине туртакан F вăй m массăллă тата V хăвăртлăхпа O пăнчă тавра r радиуслă çавракăш траекторипе куçакан ĕскере тÿрĕ йĕртен пăрать.

Кукăрлăхăн радиусĕллĕ траектори пултăр тесен, ак çакăн пек варринелли вăй кирлĕ: , кунта  — çав пăнчăри варринелли хăвăртлану,  — ĕскерен масси,  — унăн çав пăнчăри хăвăртлăхĕ,  — çав пăнчăри кĕтесле хăвăртлăхĕ.

ВуламаллиПравить

  • Фриш С. А. и Тиморева А. В. Курс общей физики, Учебник для физико-математических и физико-технических факультетов государственных университетов, Том I. М.: ГИТТЛ, 1957

АсăрхавсемПравить

  1. ^ Центростремительная сила / Самсонов В. А. // Большая российская энциклопедия : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.