Варнавăсем (лат. Congregatio Clericorum regularium S. Pauli, B, CRSP), тс. Павăлăн пĕрмайхи клирикĕсем — Рим-католици чиркĕвĕн 1530 Миланра никĕсленĕ мăнах орденĕ. Официаллă ордена Климент VII рим паппи 1533 çулта çирĕплетнĕ.

Варнавăсем
Тулли ячĕ тс. Павăлăн пĕрмайхи клирикĕсем
Латин ячĕ Congregatio Clericorum regularium S. Pauli
Кĕскетни B, C.R.S.P.
Чиркӳ Католици Чиркĕвĕ
Йыхрав Чиркӳри çăмăллăха шырамасăр
Никĕслевçĕ Антонио Мария Дзаккария
Никĕсленĕ вăхăт 1530
Çирĕплетнĕ çул 1533
Мăнахсен шучĕ 403 (2010)
Орден сайчĕ

Орден Пуçлăхĕн Тĕп кил çурчĕ Рим хулинче вырнаçнă.

Орденăн тĕллевĕсем тата тытăмĕ

тӳрлет

XVII ĕмĕртенпе ачалăхпа яшлăха пĕлӳ парас ĕçпе хăтланаççĕ, тăлăх ачасен кил çурчĕсене пулăшаççĕ. XVIII ĕмĕртенпе Европăра тата Азире миссионер ĕçне тăваççĕ.

2011 çулта орден йышĕнче 399 мăнах, вĕсенчен 293 чиркӳ çынни, шутланнă[1]. Орденăн пĕтĕм тĕнчере — 16 çĕр-шывра— 66 мăнастăрь, вĕсем Италире, урăх европа патшалăхĕсенче, çаплах АПШ штатĕсенче, Бразилире, Аргентинăр тата урăх çĕр-шывсенче

2012 çулхи утăн 24-мĕшĕнче орденăн пуçлăхĕ (генералĕ) вырăнне бразил Франсишку Чагаш Сантуш да Сильва (Francisco Chagas Santos da Silva- бразил тĕн çынни)[2].

Виççĕ варнавита таса çынсен шутне кĕртнĕ: тс. Антонио Мария Дзаккария, тс. Александр Саули тата тс. Франциск Бьянки.

Орденăн темиçе кардинал. Пĕрремĕшĕ 1699 çулта Кардиналсен коллегине йĕркеленĕ Джакомо Антонио Мориджиа пулнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Хăйĕн ятне орден чун-чĕм килĕнчен — Миланри тс. Варнава храмĕнчен — илнĕ.

1530 çулта тĕн ĕçченĕ Антоний Мария Дзаккария Миланра виççĕ тĕн орденне: арçынсен (тс. Павăлăн клирикĕсем, ытлрах вĕсене Варнавитсем теççĕ), хĕрарăмсен (тс. Павăлăн Пирĕшти йăмăкĕсем) тата мăшăрлă çынсем валли — никĕсленĕ.

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Clerics Regular of St. Paul. Barnabites
  2. ^ Barnabiti.It 2013 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет