Варанаси
Хула гербĕ
Патшалăх: Инди
Регион: Уттар Прадеш провинциĕ
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 1 700 (2001)
Хула лаптăкĕ: 4 039 км2
Геогр. анлăхĕ: 25.36° ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 83.13° х.т.д.

Варанаси, — Индири Уттар Прадеш провинцинче вырнаçнă хула. Ганг юханшыв хĕрринче ларать. Хула Каши (авал), тата Бенерес (X-XII ĕмĕрсенче) ячĕсемпе паллă. Индири чи авалхи хуласенчен пĕри. Пирĕн эрăчен 7 ĕмĕрте никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ. 1950 çулта Уттар Прадеш провинциĕ шутне кĕртнĕ.

Варанаси, мусульмансен Мекка евĕр, индуссен çветуй хули шутланать. Унăн хăйне евĕр, ыттисемпе пĕрпек мар, уйрăм культура аталаннă. Вăл темиçе пин çул хушшинче аталаннă. Хулара инди историĕн паллă юрăçисем, философĕсем, сăвăçисем çуралнă: Кабир, Мунши Премчанд, Прасад Джайшанкар, тата ыттисем.

Варанаси çавăн пекех Инди культурин тĕп хули пек паллă.

Халăх йышĕ

тӳрлет

1968 çулта кунта 602 пин çын пурăннă.

Культура

тӳрлет
 
1922 çулхи Варанаси хули

Хулара пурĕ 1 500 храм ытла. Вĕсенчен шучĕнче Шивăн ылтăн храмĕ, Аурангзеб мечечĕ.

Пулса иртнисем

тӳрлет