Вăрман сăсарĕ
Вăрман сăсарĕн кĕлетки 50 см çитет, йывăрăшĕ - 1 килограмран иртет. Ытларах юманлăхра, чăрăшлăхра пурăнма килĕштерет. Апачĕ - шăши йышшисем, пакшасем, вĕçенкайăксемпе вĕсен çăмартисем. Сунара каçхине тухать. Йывăç тăрăх çăмăллăн çӳрет, анчах та сунар ытларах çĕр çинче иртет. Йăвине вара йывăç хăвăлĕнче тăвать. Питĕ сивĕ вăхăтра çапă айне е юр ăшне кĕрсе выртма пултарать. Çуллахи вăхăтра шăшисемпе кайăксене ытларах тапăнать пулсан, хĕллехи вăхăтра пакшасене, ăсансемпе пăчăрсене аптратать. Сăсар ами 8-9 уйăхран çăвăрлать: çĕртме-çурла уйăхĕсенче чупать, акапа çу уйăхĕсенче çăвăрлать. Кĕркунне çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăсарсем 15 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ вĕсен нумай чухне 5-6 çултан иртмест. Пирĕн тăрăхра çак çăткăн чĕрчунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Çынсем кăна ăна хаклă тирĕшĕн тытма пултараççĕ. Çамрăк сăсар çине тата ӳхĕ е пысăк хурчка тапăнма пултарать. Вăрман сăсарĕ питĕ вăрттăн чĕрчун. Ăна асăрхама питĕ йывăр. Сăсар йышĕ Чăвашра 1000 пуç шайĕнче тытăнса тăрать.