Вăрман пăрчăканĕ
Вăрман пăрчăканĕ - çерçи пысăкăш кайăк. Çерçи йышне кĕрет. Çăмартисем (4-6) тĕрлĕрен тĕслĕ пулаççĕ: кашни мăшăрăн хăйне йышлă. Тĕттĕм хутăш вăрманта çĕр çинчи лакăмра йăва çавăрать, анчах та çывăхра уçланкăсем, уй-хир пулмалла. Çу каçа икĕ хут йăва çавăрса чĕп кăлараççĕ. Кĕр енне ушкăнсене пуçтарăнса улăх-çаран, уçланкăсем тăрăх апат шыраса çӳреççĕ. Вĕсем ытларах тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăпа, эрешменсеме, тĕрлĕрен курăк вăррисемпе тăранса пурăнаççĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех вĕçсе килет, каясса çурла уйăхĕн вĕçĕнче, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче каяççĕ, Кăнтăр Европăра, Африкăра тата Индире хĕл каçаççĕ. Пирĕн тăрăхра ку йышши пăрчăкансен йышĕ самаях пысăк.