Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Бутон (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

БутонИндонезири Сулавеси çурутравĕнчен кăнтăр-тухăçалла вырнаçнă утрав. Лаптăкĕ 4408 тăваткал километр патнелле; тĕнчере пысăкăшĕпе 129-мĕш утрав тата Индонезире 19-мĕшĕ шутланать.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Колони шайне кĕриччен тапхăрĕнче, Бутон - ун чухне ăна Бутунг тенĕ — Тернате утравĕн тăрамĕсен сĕм сферинче шутланнă. XVI ĕмĕрте утрав тернат патшалăхĕн сутă-илевшĕн кирлĕ центрĕ, налук пуçтармалли çĕрĕ пулнă.

Географи

тӳрлет

Утравăн чылай территорине тропик вăрманĕ хуплать. Бутон — Çĕр çинчи иккĕ вырăнтан пĕрри , ăçта аноа карлик буйволĕ ĕрченет. Утрав çинчи чи пысăк пурăнан вырăн — Бау-Бау. Бутонпа юнашар Вавонии (çурçĕр енче), Муна, Кабаена (анăçра), Сиумпу (кăнтăр-тухăçра), Батуатас (кăнтăр енче) утравĕсем вырнаçнă.

Халăх тата экономика

тӳрлет

Кунта пурăнакан халăх ытлрах волио тата чиа-чиа (çак чĕлхепе пуплекен йăх 2009 çултанпа çыурулăхне корей хангыльне хунă[1]) чĕлхесем, çаплах темиçе диалект. Патшалăх шайĕнчи индонез чĕлхине шкулта вĕрентеççĕ.

Утрав çинче çутçанталăкри асфальт усравĕсем чылай.

Асăрхавсем

тӳрлет