Открыть главное меню
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Будайка (пĕлтерĕшсем).

Буда́йка — унчен Шупашкар çумĕнчи, 1940 çулта хулана кĕнĕскер. Чăваш автономи облаçне туса хуриччен Хусан кĕпернинчи Шупашкар уесне кĕнĕ.

Будайка
Будайка
Ӳкерчĕк
В.И. Чапаев çуралнă çурт тăнă вырăнти чул-палăк
Хула: Шупашкар
Пĕрремĕш асăнни: 1646
Унченхи ячĕсем:

Гря́зево,
Гря́зевка,
Гря́зевая стрелка[1],

Чапаево
Этнохороним: будайсем, будайкăсем[2]

ИсториТӳрлет

18 ĕм. вĕçĕнче Будайка ялĕ отставкăна тухнă прапорщик Грязев Александр Максимович помещик аллинче тытăнса танă[3].
1939 çулта генпланпа килĕшӳллĕ (Горький крайпрогор хатĕрленĕ) хула чиккине юнашар вырнаçнă 11 ялăн çĕрĕсене кĕртнĕ: Набережная, Якимово, Банново, Соляное, Кнутиха, Будайка, Усадки, Заводская, Рябиновка, Новоилларионово, Сосновка, татах хушса — Кошкино, Завражная[4].
Республика гражданĕсем ыйтнипе РСФСР Аслă канашĕн Президиумĕн 1939 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнчи Хутайĕпе Будайкăна Чапаево ят панă, 1940 çулта хула шутне кĕнĕ[5].

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет