Борнӑн иккӗмӗш правительстви
Борн иккӗмӗш правительстви — хӗрӗх тӑваттӑмӗш Франци правительствин Пиллӗкмӗш республика тапхӑрӗнчи, ӑна 2022 ҫулхи утӑ уйăхĕн 4-мӗшӗнче Элизабет Борн ертсе пынипе йӗркеленӗ, ӑна премьер-министра 2022 ҫулхи ҫӑва уйхĕн 16-мӗшӗнче лартнӑ.
Истори
тӳрлет2022 ҫулхи ҫӗртме уйхĕн 12-мӗшпе 19-мӗшӗсенче парламент суйлавӗ икӗ тур иртнӗ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ макронистсен коалицине ертсе пыракан «Пĕрле» — вӑл Наци пухӑвӗнчи чи пысӑк чылайӑшсӑр тӑрса юлнӑ, чи кирлӗ 289[1] вырӑнсенчен 246-шне илнӗ.
2022 ҫулхи утӑ уйхĕн 4-мӗшӗнче Элизабет Борн[2] ертсе пыракан иккӗмӗш правительствӑна йӗркеленӗ.
2024 ҫулхи кӑрлач уйхĕн 9-мӗшӗнче Борн вырăнтан тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ премьер-министра Габриэль Аттале[3] лартнӑ.
2024 ҫулхи кӑрлач уйхĕн 11-мӗшӗнче Атталь правительствине[4] йӗркеленӗ.
Правительство тытăмлăхĕ
тӳрлет- Премьер-министр — Элизабет Борн;
- Министр-демократилле ҫӗнетӳ делегачӗ, правительствӑн официаллӑ элчи — Оливье Веран
- Парламентпа ҫыхӑну тытакан министр-делегат — Франк Ристер
- Хӗрарӑмсемпе арҫынсем хушшинчи танлӑх, тӗрлӗ енлӗ тата майсен пӗртанлӑхӗ министр-делегачĕ — Изабель Лонви-Ром (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Министр-делегат хӗрарӑмсемпе дискриминаципе кӗрешекен пӗр танлӑх делегачӗ — Беранжер Куйяр (2023 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Ачалӑх ӗҫӗсен патшалӑх секретарӗ — Шарлотта Кобель
- Тинӗс ӗҫӗсен патшалӑх секретарӗ — Эрве Бервиль
- Сумлӑ тата социаллӑ экономикӑн тата общество пурнӑҫӗн патшалӑх секретарӗ — Марлен Шьяппа (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Европа тата ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ — Катрин Колонна;
- Францин тулашри суту-илӳ, илӗртӳлӗх тата чикӗ леш енчи французсен ӗҫӗсен министр-делегачӗ — Оливье Бехт
- Патшалӑх аталану, франкофони тата тӗнчери партнёрлӑх ӗҫӗсен секретарӗ — Хрисула Захаропулу
- Европа ӗҫӗсен патшалӑх секретарӗ — Лоранс Бун
- Экологи улшӑнӑвӗсен тата территорисен аталанӑвӗн министрӗ — Кристоф Бешю;
- Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх министр-делегачӗ — Каролин Кайё (2022 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕччен)
- Транспорт министр-делегачӗ — Клеман Бон
- Хуласемпе ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗн министр-делегачӗ— Оливье Кляйн (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Ҫурт-йӗр хуҫалӑх министр-делегачӗ — Патрис Вергрье[fr] (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Ял хутлӑхӗсен ӗҫӗсен министр-делегачӗ — Доминика Фор (2023 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчен)
- Хуласен ӗҫӗсен патшалӑх секретарӗ — Сабрина Агрести-Рубаш[fr] (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ — Беранжер Куйяр (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Биотӗрлӗлӗх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ — Сара Эль Аири (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Ял хутлӑхӗсен ӗҫӗсен патшалӑх секретарӗ — Доминика Фор (2023 ç улхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшчен)
- Наци ҫутӗҫӗн тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ — Габриэль Атталь (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен); Пап Ндьяй (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен);
- Ҫутӗҫ тата професси хатӗрленӗвӗн министр-делегачӗ — Кароль Гранжан
- Ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата пӗтӗмӗшле наци хĕсмечĕн патшалӑх секретарӗ — Сара Эль Аири (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата пӗтӗмӗшле наци хĕсмечĕн патшалӑх секретарĕ — Приска Тевено (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Экономика, финанс, промышленность тата цифра суверенитечӗн министрӗ — Брюно Ле Мэр;
- Пĕрлĕх шутлавĕсен министр-делегачӗ — Габриэль Атталь (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Пĕрлĕх шутлавĕсен министр-делегачӗ — Тома Казнав (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Промышленность министр-делегачӗ — Лоран Лекюр
- Цифровизаципе телекоммуникацисен министр-делегачӗ — Жан-Ноэль Барро
- Вĕтĕ тата вӑтам уçламçăлăх, суту-илӳ, ал-ăсталăх тата туризм министр-делегачӗ — Оливия Грегуар
- Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен министрӗ — Себастьян Лекорню;
- Ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата пӗтӗмӗшле наци хĕсмечĕн патшалӑх секретарӗ — Сара Эль Аири
- Ветерансен ӗҫӗсен тата астӑвӑм патшалӑх секретарӗ — Патрисия Мирайе
- Шалти ӗҫсен тата тинӗс лешъенчи территорисен министрӗ — Жеральд Дарманен;
- Тинӗс лешъенчи территорисен министр-делегачӗ — Филипп Вижье (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Тинӗс лешъенчи территорисен министр-делегачӗ — Жан-Франсуа Каренко (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх министр-делегачӗ — Каролин Кайё (2023 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕччен)
- Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗсен министр-делегачӗ — Доминика Фор (2023 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчен)
- Патшалӑх граждан ӗҫӗсен секретарӗ — Соня Баке[5] (2023 çÿлхи авӑн уйăхĕн 27-мĕшĕччен)
- Ӗҫпе тата интеграципе тулнӑ ӗҫ министрӗ — Оливье Дюссо;
- Çутӗҫ тата професси хатӗрленӗвӗн министр-делегачӗ — Кароль Гранжан
- Солидарность тата килйыш министрӗ — Аврора Берже (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕнчен);
- Ватӑ граждансен пӗрлелӗх, автономи тата сусăр ҫынсен ӗҫӗсен министрӗ — Жан-Кристоф Комб (2023 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Тулли мар майсемлӗ ҫынсен ӗҫӗсемпе министрĕ-делегачĕ — Женевьев Даррюссек (2023 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Тулли мар майсемлӗ ҫынсен ӗҫӗсемпе министрĕ-делегачĕ — Фадила Хаттаби (2023 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Пичет управҫи, юстици министрӗ — Эрик Дюпон-Моретти
- Культура министрӗ — Рима Абдул-Малак;
- Сывлӑха сыхлас тата профилактика министрӗ — Аньес Фирмен-Ле Бодо (2023 çулхи раштав уйахĕн 20-мĕшĕнчен); Орельян Руссо (2023 çулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕчĕнпе — раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен); Франсуа Браун (2023 ҫулхи утӑ уйăхĕн 20-мĕшĕччен);
- Вырӑнти организацисемпе сывлӑха сыхлас специальноҫӗсен яваплӑ министрӗ — Аньес Фирмен-Ле Бодо (2023 ҫулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен)
- Вырӑнти организацисемпе сывлӑха сыхлас специальноҫӗсен министрĕ-делегачӗ — Аньес Фирмен-Ле Бодо (2023 ҫулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен)
- Аслӑ пӗлӳпе ӑслӑх-тӗпчевсен министрӗ — Сильви Ретайо;
- Ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ суверенитечӗн министрӗ — Марк Фено;
- Реорганизаципе патшалӑх хĕсмечĕн министрӗ — Станислас Герини;
- Энергетика улшӑнӑвӗн министрӗ — Аньес Панье-Рюнаше;
- Спорт, Олимп тата Паралимп вӑййисен министрӗ — Амели Удеа-Кастера.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхаттарусем
тӳрлет- ^ https://www.lemonde.fr/resultats-elections/
- ^ https://www.lejdd.fr/Politique/voici-le-nouveau-gouvernement-delisabeth-borne-4121346
- ^ https://www.lejdd.fr/politique/gabriel-attal-matignon-incarnation-du-renouvellement-et-dun-retour-la-iiie-republique-141040
- ^ https://www.nouvelobs.com/politique/20240111.OBS83151/darmanin-dupond-moretti-le-maire-confirmes-thevenot-porte-parole-les-premiers-noms-du-gouvernement-attal.html
- ^ https://www.lemonde.fr/politique/article/2023/09/27/sonia-backes-demissionne-du-gouvernement-toutes-les-cartes-rebattues-en-nouvelle-caledonie-apres-les-senatoriales_6191274_823448.html
Каçăсем
тӳрлет- Pierre Breteau , Romain Imbach , Gary Dagorn , William Audureau , Jonathan Parienté et Assma Maad. Qui sont les membres du gouvernement remanié d’Elisabeth Borne ? (фр.). Le Monde
- Францире ҫӗнӗ министрсене палӑртнӑ ТАСС