Бискай кӳлмекĕ
Бискай кӳлмекĕ (исп. Golfo de Vizcaya, фр. Golfe de Gascogne) — Атлантика океанĕн пайĕ, Испанин çурçĕр енче, Францирен анăç енче, Галисипе Бретань хушшинче сарăлса ларать.
Лаптăкĕ 200 пин çм2 яхăн, тăршшĕ 400 çм., тарăнăшĕ 5100 м таран. Бискай пырне Луарăпа Гаронна шывĕсем юхаса кĕреççĕ. Ку тăрăхра час-часах тăвăллă çил тухать.
Шывĕсенче сардина, кăмпала, устрицă тинĕс пуянлăхĕсем чылай.
Паллă портсем: Бордо, Брест, Сан-Себастьян, Бильбао.
Ячĕ Бискайя баск провинцинчен пулнă.