Баррикада
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Баррикада (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Баррика́да (фр. Barricade — «барьер, чăрмав», фр. Barriques — «пичкерен» пулнăскер) — алă айĕнчи материалсенчен çула е ту хушăкне пӳлсе туса хунă фортификаципе чараклани.
Алă айĕнчи материалсем вырăнне çурт-йĕр тунă хыççăн юлнă мусор, йывăçсем, мебель, пичкесем, ящиксем, бетон блокĕсем, транспорт хатĕрĕсен тата бронетехника пайĕсем. Баррикадăсем пысăк хĕçпăшаллă хирĕçӳсенче е пăлхавсенче урамра çапăçнă чухне тăваççĕ, çаплах моторизациленĕ тăшмана чарса тăма кирлĕ. Çапла ĕнтĕ, баррикада çапăçура тăшмана тапăнма чăрмантарать.
Вырăсла вăрçă ĕçĕнче завал теççĕ.