Балкар драма театрĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ш. Кулиев ячĕллĕ Балкар патшалăх драма театрĕ | |
Йĕркеленĕ | 1937 |
---|---|
Театр çурчĕ | |
Вырнаçу | Балкар урамĕ, 2-мĕш çурт, Нальчик, Кабарда-Балкар Республики |
Ертӳлĕх | |
Директорĕ | Мажит Байдулахович Жангуразов |
Тĕп режиссёрĕ | Магомед Мажидович Атмурзаев |
Каçăсем | |
Официаллă сайт |
К. Ш. Кулиев ячӗллӗ Балка́р патшалăх драма теа́трĕ — балкар драма театрĕ[1].
Адрес: Кабарда-Балкари, Нальчик, Балкар урамĕ, 2-мĕш çурт.
Истори
тӳрлет- 1935 — И. Я. Судаков ССРП халăх артисчĕ ертсе пынипе ГИТИСре балкар студине уçнă[2]. Пĕрремĕш студентсем йышĕнче пулнисем: РСФСР халăх артисчĕ Магомед Кучуков, КБАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Зоя Махиева, КБАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Абидат Биттирова, КБАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ Шарифа Кучмезова, Омар Балаев, Исмаил Рахаев, Ахмат Кудаев тата урăх актёрсем.
- 1937 — колхоз-совхоз театрне йĕркеленĕ[3].
- 1939 — Нальчикре К. Тренев пьесипе «Любовь Яровая» спектакль лартнипе колхоз-совхоз театрне уçнă.
- 1940 — ГИТИСрен балкар студинче вĕренсе тухнисем таврăннă, театра Балкар драма театрĕ ят панă.
- 26-юпа-1940 — Лопе де Вега хайланă «Овечий источник» спектаклĕпе театрăн пĕрремĕш сезонĕ уçăлнă; спектакле Кязим Мячиев пырса курнă.
- 1944—1957 — балкар халăхне депортациленĕ хыççăн театр ĕçлеме пăрахнă.
- 1958 — Кабарда-Балкар театрĕнче ĕçлеме тытăннă, унта виçĕ труппа пулнă: кабарда, вырăс тата балкар[4]. Каярах вырăс труппи уйрăм театра куçнă.
- 1963 — Щепкин ячĕллĕ вĕрентĕшре В. Н. Пашенная ССРП халăх артисчĕ ертсе пынипе иккĕмĕш балкар студинчи актёрсем вĕренсе тухнă.
- 1977 — ГИТИСре В. Ф. Дудин профессор патĕнче, виççемĕш балкар студийĕ вĕренĕве ăнăçлă вĕçлет.
- 31-кăрлач-1990 — Кабарда-Балкар драмтеатрне икке уйăрнă: «Али Шогенцуко ячĕллĕ Кабарда патшалăх драма театрĕ» тата «Кайсын Кулиев ячӗллӗ Балкар патшалăх драма театрĕ». Театр валли кил çурчĕ те тупăннă[5].
- 1991 — четвёртая балкарская студия вышла из дверей ГИТИСа, отучившись под руководством профессора П. О. Хомского.
- 2015 — театр вырнаçнă çурта капремонта лартнă, труппа Патшалăхăн концерт залне куçнă[6].
- 28-3-2021 — вăрăм вăхăта пынă ремонт хыççăн театр уçăлнă[6].
Труппа
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Балкарский театр и драматургия // Театральная энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия, 1961. — Т. 1 / Глав. ред. С. С. Мокульский.
- ^ Многоязыкий театр России: Театры автономных республик РСФСР сегодня : [Сб. статей]. — Всероссийское театральное об-во, 1980.
- ^ Театры Кабардино-Балкарии. Министерство культуры Кабардино-Балкарской Республики. Тĕрĕсленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ Анастасьев А. История советского драматического театра. — Наука, 1971.
- ^ Балкарский государственный драматический театр имени Кайсына Кулиева (выр.), culture.ru. Тĕрĕсленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ 1 тата 2 Балкарский государственный драмтеатр в Нальчике открылся после ремонта. ТАСС (2021-03-28). Тĕрĕсленĕ 4 Ака уйӑхӗн 2021.