Ахӑр усалсем
Ахăр усалсем, — усал турăсен тарçиcем, вĕсене пулăшакансем.
Ахăр усалсем малтан ырă хăватсем пулнă. Вĕсем Авалхи Иран мифологийĕнче ырă пĕлтерĕшпех тăрса юлнă. Чăваш хайлалăхĕнче ахăрсем çиллес те сиенлĕ вăйсене тухса кайнă, усал пулса тăнă. Ун пек хирĕçӳлĕх татах та пур: ытти халăхсемшĕн «алпасти» шыври çиллес вăй, чăвашсен вара шывпа çыхăнман. «Шыври» тата «Путăш» вырăнне Вутăш пулса кайнă.
Усал нумай халапра пайăр ятпа çурет. Унтанах пĕтĕмлетӳ сăмахĕ пулса тухнă. Тĕсел те çавах. Малтан «тĕсел» пĕчĕк сиене пĕлтернĕ, кайран пĕтĕм чир-чĕре, инкек-синкеке палăрта пуçланă.