Алпастă
Алпастă, — ахăр усал. Хĕрарăм евĕрлĕ, çӳçне-пуçне салатса çӳрет. Чăвашсен халапĕсенче вăл тăватă чĕчĕллĕ, пĕчĕк ачана çав кăкăр парса çитерет те çав ачана пĕтерет. Ачасене ан тивтĕр тесен пĕчĕк ача сăпкине йĕп, çĕçĕ, е урăх çивĕч тимĕр хураççĕ. Йывăр арăмсем те авал кĕпе арăкĕ сумне йеп тирсе çӳренĕ. Тата вăрмана кайякан çынсене çав тăватă чĕчĕпе çапса вĕлерсе пĕтерме пултарать.