Ахаль шаланкă

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шаланкă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Шаланкă (лат. Buteo buteo) - куракран пысăкрах кайăк. Вăрманта йăва çавăрать, уй-хирте апат шырать. 60-70 метр çӳлте вĕçет. Çăмартисем (2-3) симĕсрех шурă тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемпе витĕннĕ. Пусра чухне аçи ами валли апат йăтать, мăшăрĕ çинĕ чух кĕске вăхăта ун вырăнне ларать. Кайран апата чĕпписене килсе пăрахса параççĕ, лешсем пĕр-пĕринпе çапăçса çиеççĕ: чи вăйли кăна юлать, ыттисем вилеççĕ. Акара килет, авăнра вĕçсе каять. Шаланкă пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă, шăшисем ытларах ĕрченĕ çулсенче вĕсен йышĕ палăрмаллах ӳсет.

Шаланкă
Шаланкă ареалĕ
Шаланкă вĕçет, Девон, Англи
Buteo buteo

Каçăсем

тӳрлет