Ахаль пурăш
Пурăш - вăрман чĕрчунĕ. Пурăшсем типĕ çырмасене, шыв çывăхнерех, йышăнаççĕ. Шăтăкĕсем 3 метр таран çĕр айĕнче пулаççĕ. Тăршшĕ 15 метра çитет. Тĕрлĕ пӳлĕм нумай. Пĕр 4 пӳлĕм - йăва валли. Вĕсене пурăшсем питĕ тирпейлĕ тытаççĕ. Унта яланах таса. Çутта килĕштерсех каймасть. Кĕр енне 20 килограма çити самăрланать. Ӳчĕ айĕнче 6 сантиметр хулăнăш çу пуçтарăнать. Юр çусан пурăш ыйха путать, унччен йăвине кĕмелли шăтăксене тĕплĕн питĕрсе лартать. Пурăш ами ака уйăхĕнче 6 çура таран тăвать. Çуралсанах çурасем илтмеççĕ те, курмаççĕ те. 3 уйăхра хăйсем тĕллĕн апат шырама тытăнаççĕ. Кĕр енне амăшĕнчен уйрăм пурăнма тытăнаççĕ. Пирĕн республикăра пурăш йышĕ вăтамран 500 пуçа яхăн шутланса тăрать.