Ахаль кăртăш
Кăртăш | ||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||||||
Gymnocephalus cernuus (Linnaeus, 1758) | ||||||||||||||||
|
Кăртăш (лат. Gymnocephalus cernuus) — уланкăсен йышне кĕрекен пулă. Кĕлетки 20 сантиметртан иртмест, нумай чух 8-12 сантиметр вăрăмăш пулать. Йывăрăшĕ 150 грамран ытла пулмасть.
Пурăнакан вырăнĕсем
тӳрлетКăртăш 10 çул таран пурăнма пултарать. Кирек мĕнле шывра та тĕл пулать, çапах та сивĕ çăлкуçлă шывсене кăмăлларах парать. Хĕвел çуттине тухмасть, сулхăн тĕлте апатланать. Кăртăш нумай çĕрте ытти пулăсем япăх ĕрчеççĕ, мĕншĕн тесен вăл кĕлеткине кура мар нумай çиет, нимле чĕрĕ апат та тиркемест.
Ӗрчевĕ
тӳрлетÇу уйăхĕн вĕçĕнче вăлча сапма тытăнать. Вăлчара 65 пин тĕвĕ таран пулать.
Пурнăç йĕрки
тӳрлетКу пулă вырăнтан вырăна куçса çӳремест, хĕл енне кăна тарăнрах вырăна кайса вырнаçать. Кăртăш вăлча сапнă хыççăн лайăх туртать. Кайран вара кăртăша каçсерен тытма аван. Ку пулă уйрăмах хĕрлĕ ăман патне пырать. Вăлта йĕппи çине çаклансан вĕçерĕнсе кайни сайра пулать.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунсем: кăртăш 2020 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăртăш — floranimal.ru сайт çинче 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кăтртăш пирки — fish-news.teia.org сайт çинче(ĕçлемен каçă)