Аслă халăх шкулĕ
Аслă халăх шкулĕ, - Скандинави çĕршывĕсенче, Германире ӳссе çитĕннĕ çынсем валли тата малалла вĕренме ĕметленекенсен шкулĕ.
Тĕрлĕ палăртусем
тӳрлетПĕрпĕкрех ятсем пулсассăн та, аслă халăх шкулĕсем Германире тата Скандинави çĕршывĕсенче пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Нимĕçсен аслă халăх шкулĕ Скандинави çĕрĕсенчи халăх университечĕпе (folkuniversitet) тан пулать.
Вырăнти чĕлхесенчи ятсем: folkehøjskole (дани чĕлхи), kansanopisto (финн чĕлхи), folkehøyskole/folkehøgskole/folkehøgskule (норвеги чĕлхи), folkhögskola (швед чĕлхи), and Volkshochschule (нимĕç чĕлхи). Францире ун евĕрли université populaire ятлă.
Истори
тӳрлетПĕрремĕш аслă халăх шкулне Данири Рёддинг хулинче Кристен Кольд 1844 çулта уçнă. Шухăшĕсене вăл Грундтвиг Николай Фредерик Северин философ ĕçĕсенчен илнĕ. Ку шкула ятарласа чухăн халăх валли уçнă, вĕсен университетра вĕренме укçа та, вăхăт та пулман.
Норвеги
тӳрлетНорвегири пĕрремĕш аслă халăх шкулĕ 1864 çулта уçалнă. Хальхи вăхăтра çак шкулсен шучĕ 77. Вĕсенчен 30-шĕ Христос тĕнĕллĕ шкулсем.
Швеци
тӳрлетШвецире пĕрремĕш аслă халăх шкулĕ 1868 çулта уçалнă. Паянхи кунра 150 ытла вĕренекен пур. Вĕренекенсем нормаллă стипенди илме пултараççĕ, вĕренсе петернĕ хыççăн университета та кайма пултараççĕ. Швецири аслă халăх шкулĕсен нумайăшĕ ялсенче вырнаçнă.
Германи
тӳрлетГерманин Volkshochschule кăшт урăхла. Ку шкул Чăваш Енри тĕрлĕ курссем пек. Çынсем çак шкулсенче кăсăклакан япаласенчи пĕлӳсене сарма-анлăлатма пултараççĕ:
- ют чĕлчесенче
- сывлăх упрассинче
- политикăра
- т. ыт. те
Раççей
тӳрлет2007 çулта Калининградра аслă халăх шкулĕ уçăлнă. Ăна Литорина аслă халăх шкулĕ Калининградри Мускав районĕн шкулĕпе пĕрле тăрăшса çут тĕнчене кăларнă.