Аслă Петĕр (фильм, 1910)
Аслă Петĕр (выр. Пётр Великий, тепĕр ячĕ — «Аслă Петĕр пурнăçĕ тата вилĕмĕ», 1910) — Кай Ганзенпе Василий Гончаров Пате пĕртăвансем киностудире 1910 çулта ӳнерленĕ сасăсăр кĕске илемлĕ фильм.
Аслă Петĕр | |
Пётр Великий | |
Жанр | биографи |
---|---|
Режиссёр | Василий Гончаров, Кай Ганзен |
Сценари авторĕ |
Василий Гончаров |
Тĕп рольсенче |
Петр Воинов Владимир Марков Е. Трубецкая А. Славин |
Оператор |
Жорж Мейер Морис Гаш |
Кинокомпани | Братья Пате |
Патшалăх | РФ |
Çул | 1910 |
IMDb | ID 0191382 |
Сюжет
тӳрлетФильм Пĕрремĕш Петĕрĕн биографинчи саплă тапхăрĕсене уçса парать. Малтан çамрăк Петĕр хăйĕн «йăпанăç полкĕсемпе» командăлать. Çитĕнсен, вăл тĕрлĕрен ăслăх тата инженери хатĕрĕсене алла илет. Пĕрремĕш Петĕрĕн ботикне («вырăс флочĕн маçаккăшĕ») шыва антарнине кăтартнă. Софья Петĕре хирĕç стрелецсене пăлхава çĕклет, вара çамрăк патша Виçпĕрлев-Сергий Лавринче пытанать. Ун патне шанчăклă «йăпанăç полкĕсем», çитеççĕ те вĕсемпе çамрăк çарпуç Мускава кайса Софьйăна Новодевичи мăнастăре хупать. Темиçе çул иртсе каять. Петĕр Раççее улăшăнтарма тытăнать — пуярсем ăна хирĕç тăраççĕ.
Патшана хирĕç каварсем пуçланаççĕ. Вăл хăйех каварçăсен килне пырса лешсене ареслет. Кайран Голландие карап тăвакансен ĕçне вĕренме тухса каять. Раççее таврăнсан, вăл флот тăвать, çăра йĕркелет.
Çурçĕр вăрçинчи малтан çухатусем тӳссе Полтава çăпăçăвĕнче çĕнтерет. Санкт-Петербург хулинче Петĕр çав тери мăн ассамблейĕсем тăвать. Хăйĕн сывлăхне упрамасăр ĕçленипе тепĕртакран вилет.
Рольсенче
тӳрлет- Петр Воинов — Пётр I
- Владимир Марков — Пётр I çамрăк чухне
- Е. Трубецкая — Екатерина I
- А. Горбачевский — боярин Латышкин
- А. Славин — боярин Полтев
- Владимир Карин-Якубовский — Лакот
- Е. Таланова — патша амăшĕ
- Наталия Ван-дер-Вейде — патша хĕрĕ Софья Алексеевна
Ӳнерлекен ушкăн
тӳрлет- Сценаристсем/ режиссёрсем: Василий Гончаров, Кай Ганзен
- Оператор: Жорж Мейер
- Ӳкерçĕ: Михаил Кожин
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- «Пётр Великий»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче