Аслă Петĕр кӳлмекĕ

Аслă Петĕр кӳлмекĕЯпон тинсĕн Тинĕсçум Енĕн (Раççей) чи пысăк кӳлмекĕ.

Тинĕсçум Енĕн кăнтăр енче, тухăçра Поворотный сăмсахĕпе, анăçра Туманная юханшыв вăрри хушшинче вырнаçнă[1].

Кӳлмек тăршшĕ çурçĕртен кăнтăралла 80 км яхăн, анлăшĕ чи сарлаки анăçран тухăçалла — 200 км яхăн[1]. Лаптăкĕ — 9000 км² яхăн, çыран хĕрри тăршшĕ — 1500 км, тăварлăхĕ — 32—34 ‰.

Аслă Петĕр кӳлмекĕн кăнтăр-анăç хĕрри

Кӳлмекĕн çыранĕсем питĕ татăклă та çавăнпа шалти кӳлмексем пур: Посьет, Славян, Амур, Уссури, Стрело́к, Восток, Находка кӳлмекĕсем.

Кӳлмекре300 ытла тĕслĕ пулă çӳрет, çулла çанталăк ăшăнсан кăнтăрти 105 тĕсли те кунта çитет[2].

Аслă Петĕр кӳлмекĕн хĕрринче вырнаçнă хуласем: Владивосток, Находка, Большой Камень, Фокино, çаплах Лăпкă океанри Раççейĕн чи пысăк порчĕ — Восточный.

Утравсем: Русский, Попов, Рейнеке, Рикорд, Моисеев, Фуругельм, Аскольд, Путятин, Римский-Корсаков архипелагĕ, Пахтусов, Желтухин, Два Брата.

Хĕл каяс умĕн юхса çӳрекен пăрсем пĕчĕк кӳлмексене тата Аслă Петĕр кӳлмекĕн чылай пайне хуплаççĕ[1].

1855 – 1859 çулсенче Виктория кӳлмекĕ ятлă пулнă[3].

1860—1863 çулсенче кӳлмекĕн хĕррине, вырăс-корей чиккине çити, çаплах Аскольд, Путятин тата 25 пĕчĕкрех утрава карттă çине тинĕс-çар гидрографĕ Василий Матвеевич Бабкин çырса хунă[4]. В 1888—1891 кӳлмекĕн кăнтăр пайне Тухăç океанри Уйрăм фото ӳкернĕ. Ĕçсене К. П. Андреев лейтенант ертсе пынă, паллă гидролог Н. В. Морозов та хутшăннă[5].

Çулсерен кӳлмекре мĕнпур раççейри «Аслă Петĕр кӳлмекĕн кубокĕ» парăс регати (КЗПВ) иртет.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2 тата 3 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок BRE не указан текст
  2. ^ Андрей Дементьев - Что ждать рыбакам от лосося в путину-2017? // Fishnews.ru, 2017, утă, 5
  3. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок EB не указан текст
  4. ^ Магидович В. И., Магидович И. П. Очерки по истории географических открытий. — Т. 4. — М., 1985.
  5. ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок Kursk не указан текст

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет