Арап Википедийĕ

Арап Википедийĕ (арап. ويكيبيديا العربية Wīkībīdyā al-ʿArabiyya е ويكيبيديا، الموسوعة الحرة Wīkībīdyā, al-Mawsūʿa al-Ḥurra) — Википедин арап чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Арап Википедийĕ латиницăпа усă курман Википедисем хушшинче пысăккисен пĕри шутланать.

Уйрăма 2003 çулхи утă уйăхĕнче уçнă[1][2]. 2010 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне арап Википединче 120 000 ытла статья, 670 000 яхăн страница пулнă, 265 000 яхăн регистрациленнĕ хутшăнакан тата 23 администратор ĕçленĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет
  • 2001, авăн — пĕрремĕш статья.
  • 10 000 № статья نكاف (эпидеми паротичĕ).
  • 50 000 № статьяна Çĕнĕ çул умĕн çырса кĕртнĕ — 2007 çулхи раштав, 31.
  • 100 000 № статьяна 2009 çулхи çу, 25.

Тематика

тӳрлет

2008 çулхи раштавра чи нумай статья çак категорисенче пулнă[3]:

  • географи объекчĕсем, пурăнан вырăнсем (раççей, иордан тата болгар; раççей, болгар, грек тата хăшпĕр пурăнан вырăнсен хатĕрлевĕсене ботсем яра панă);
  • футболпа футболистсем пирки статьясем;
  • тĕн темисем (Библипе Мухаммад юлташĕсем пирки).

Чараклани

тӳрлет

Арап Википедине Сири правительстви 2008 ç. акан 30-мĕшĕнче сăлтава палăртмасăр чаракланă[4][5]. Блокировкăна 2009 ç. нарăсăн 13-мĕшĕнче Сири ертӳçисем пĕр ăнлантарусăрах малалла ĕçлеме ирĕк панă.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ en:Wikipedia:Multilingual statistics (2003)
  2. ^ en:Wikipedia:2003
  3. ^ Нумай каçăллă категорисем
  4. ^ Institute for War and Peace Reporting Syrian youth break through internet blocks (акăлч.) (3 June 2008). Тĕрĕсленĕ 1 Нарӑс уйӑхӗн 2010.
  5. ^ ويكيبيديا يختفي عن صفحات الانترنت السوري 2019 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.(ар.)